Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Ял депутачӗ иккӗмӗш хут ӳсӗрле лекнӗ

Тутарстанри хăш-пӗр çынсем депутата суйлансан хăйсене Туррăн сухалӗнчен ярса тытнă пек тытаççӗ, анчах та ку ун пек мар

Иртнӗ çулхи нарăс уйăхӗнче Елабуга районӗнчи Поспеловски ял хутлăхӗн 36 çулхи депутатне медосвидетельствовани тухма килӗшменшӗн суд вăтăр пин тенке штрафланă. Унсăр пуçне ăна çулталăк çурăна водитель прависӗр хăварнă. Çакна пăхмасăрах, 2021 çулхи раштав уйăхӗнче Елабуга автоинспекторӗсем руль умне ӳсӗрле ларнă депутата çӗнӗрен машинапа пынă чух чарнă. Суйланчăк хальхинче те медосвидетельствовани иртме килӗшмен. Йӗрке хуралçисем ун пирки «Езда в состоянии опьянении лицом, подвергнутым административному наказанию» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев