Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗн те перепись пур

Тутарстанра ял-хуҫалӑх микроперепиҫӗнче ялсенчи 598 организаци, 2585 хресченпе фермер хуҫалӑхӗ тата усламҫӑ, 1383 сад тата пахча юлташлӑхӗ, 420 000 уйрӑм хуҫалӑх хутшӑннӑ.

Пирӗн республикӑра страус та ӗрчетеҫҫӗ, аҫтӑрхан майӑрӗ те ӳстереҫҫӗ.

Малтанласа тунӑ кӑтартусем тӑрӑх, пӑрахса юхӑннӑ ҫӗр участокӗсем пӗтӗмӗшле ҫӗр пайӗсен 5 проценчӗ чухлӗ. 

Ял хуҫалӑх продукцине туса кӑларман хуҫалӑхсен пайӗ 2021 ҫулта 7,2% ҫитнӗ. 

Ял хуҫалӑх микроперепиҫӗ Раҫҫейре августӑн 1-30-мӗшӗсенче иртнӗ. 

Юлашки ял хуҫалӑх переписьне Росстат 2016 ҫулта ирттернӗ. Ун чухне ҫӗршывра 36 000 ял хуҫалӑх организацийӗ ӗҫленӗ, вӗсенчен 67% пӗчӗк предприятисем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев