Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗнчи травма илес енӗпе чи хӑрушӑ профессисем

Вӗсем ҫинчен ТР ял хуҫалӑх министрӗ Марат Зяббаров каласа панӑ

Ял хуҫалӑх отраслӗнче выльӑх пӑхакан, механизатор, ремонт тӑвакан слесарь профессийӗсем – чи теветкеллисем пулса юлаҫҫӗ.

Зяббаров сӑмахӗсемпе, 2020 ҫулта республикӑри хуҫалӑхсенче производствора йывӑр аманнӑ 8  тӗслӗхе палӑртнӑ, травма илнипе 4 ҫын вилнӗ. 

Пӗтӗмӗшле илсен ял хуҫалӑх йӗркеленӗвӗсем ӗҫ хӳтлӗхӗн мероприятийӗсем валли 230 млн тенкӗ тӑкакланӑ, пӗр ӗҫлекен ҫын пуҫне 4725 тенкӗ тивет. 

ТР Ял хуҫалӑх министерствин пуҫлӑхӗ хуҫалӑхсен ертӳҫисене тата инвесторсене ҫынсене ӗҫлеме комфортлӑ тата хӑрушлӑхсӑр ӗҫ условийӗсем туса пама явапланӑ тата материаллӑ хавхалантарнӑ мерисене хатӗрлеме хушнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев