Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял-хуçалăх çӗрӗсем çинче карьерсем тăваççӗ

Тутарстанра ял-хуçалăх çӗрӗсене пуринчен те ытларах пилӗк районра пăрахăçланă. Ку вăл Тури Услон (15 844 га), Елабуга (13 215 га), Лайăш (9 345 га), Маматăш (8 752 га) и Элмет (8 645 га) районӗсем.

Пурӗ иртнӗ çул республикăра 113 пин гектар усă курман ял-хуçалăх çӗрӗсене асăрханă. Тӗрӗслевсем вăхăтӗнче ял-хуçалăх çӗрӗсем çинче тӗрлӗрен объектсене асăрханă: суту-илӳ, обслуживани предприятиӗсем тата асфальт завочӗ.

Палăртса хăвармалла, ял-хуçалăх çӗрӗсене тӗллевсӗр усă курнă çӗрте пуринчен те ытларах хăйăр, тăм е щебень кăларакан карьер пек усă курни тӗл пулать. Тӗслӗхрен, Азнакай районӗнче уйрăм çын аллинчи ял-хуçалăх тивӗçӗллӗ çӗрсем çинче щебень кăларнă. Çав вăхăтра çӗр участокӗн кадастр хакӗ ял хуçалăхăнни пек çырăнса пынă. Çакна пула вырăнти бюджет çулсерен пӗрер миллион тенке яхăн налог тӳлевӗсене çухатнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев