Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçалăхӗнчи цифровизаци: ятарлă программăсем хирӗн кашни сантиметрне тӗрӗс виçеççӗ

Пӗр 10 – 15 çул каялла кăна-ха ял хуçалăхпа интернет çуммăн тăрайман япаласем пек туйăнатчӗç. Паян интернет çӗр ӗçченӗн пысăк пулăшуçи. Пăва районӗнчи «Ембулатово» производствăпа ял хуçалăх кооперативӗн тӗп специалисчӗсем «Виалон», «ДижиХоз», «DairyComp305» тата ытти  программăсене алла илсе хирте, фермăсенчи ӗçе иртен пуçласа каçченех онлайн мелӗпе сăнаса тăраççӗ. Çакă ӗçе çăмăллатать кăна мар, тăкака перекетлеме те пулăшать иккен.

«Ембулатово» хуçалăх (ертӳçи Тальгат Абдулхаликович Фасхутдинов) йӗркеленнӗренпе 18 çул. Унта Ембулатпа Тинкеш ялӗсем кӗреççӗ. пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши, çуллă культурăсем ӳстерессипе, ăратлă выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, сӗт сăвассипе ӗçлет вăл. Пӗлтӗр хуçалăх пӗтӗмпе 26,2 миллион тенкӗ тупăш илнӗ. Тальгат Абдулхаликовичăн тӗп пулăшуçин, ывăлӗн Алмаз Тальгатовичăн, пуçарăвӗпе цифровизаци кунта ик-виçӗ çул каяллах çитнӗ. Фасхутдинов-кӗçӗнни ял хуçалăх сферинчи мӗнпур çӗнӗлӗхпе усă курма тăрăшать. Шел те, хăйпе курса калаçма май килмерӗ, ӗçпе кайнă терӗç. Хуçалăх ӗçӗнче цифровизаципе мӗнле усă курни пирки пире тӗп бухгалтер Алла Миннуллина каласа пачӗ.

Ун сăмахӗсем тăрăх, хуçалăх çумăрсемччен çуракине вӗçлеме ӗлкӗрнӗ. Акăнакан 2389 гектар лаптăка кăçал та сахăр чӗкӗнтӗрӗ, кӗрхи-çурхи тырăсем, кукуруза, хӗвелçаврăнăш, нумай çул ӳсекен курăк йышăннă.

Алла Миннуллина чăн малтан пире «Виалон» программа çинчен каласа пачӗ. Ку программа уй-хир ӗçне, тăкакне планлама, механизаторсен ӗçне  тӗрӗслесе тăма пулăшать иккен.

– Калăпăр, пӗр-пӗр механизатор кунӗпе хирте ӗçленӗ, вăл ăçта, мӗн чухлӗ ӗç тунине, мӗн чухлӗ çунтармалли-сӗрмелли хатӗр илнине, тăкакланине программа отчет тăвать.  Тепӗр  программа вара пирӗн миçе хир, ăçта, хăçан, мӗн тата мӗн чухлӗ акнине, ку культура умӗн çак лаптăкра мӗн ӳснине, çӗнӗ тухăç гектартан мӗн чухлӗ тухмаллине, хăçан пухмалли таранах кăтартать. Кунсăр пуçне çав хирте мӗн чухлӗ çумăр çунине те пӗлме пултаратăп. Унта мӗнле ӗçсем тумаллине кӗртетӗп, хир лаптăкӗн хăй хаклăхӗ миçе тенке ларнине те шутлатăп. Кăçал, тӗслӗхрен, 7 тӗрлӗ культурăна акма эпир 2,7 миллион тенкӗ тăкакланă. Ку хака вăрлăх, удобрени те кӗнӗ. Компьютера кăна шанмастпăр, унчченхи пек кашни механизаторăн ӗçне  хут çине те çырса уйрăм папка тултарса пыратпăр.

Ку программа агрономшăн та çав тери пысăк пулăшу. Унăн хăйӗн планшечӗ пур. Пирӗншӗн, бухгалтерсемшӗн те çав тери меллӗ, программăри кăтартусене тӳрех 1с программăна кӗртме май парать. Кашни хирӗн хăйхаклăхне шутласси çăмăлланчӗ. «Агрокомплекс» программа та пур пирӗн.

Цифровизаци çине куçнăранпа çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсем перекетленме тытăнчӗç. Мӗншӗн тесен механизатор халӗ ăна вăрттăн сутаймасть. Агроном пӗр-пӗр хир лаптăкне унччен 100 гектар тесе палăртнă пулсан, халӗ программа ăна сантиметр таранах тӗрӗс кăтартать. Вăл 100 мар, 95 гектар кăна иккен. Апла-тăк, 5 гектара сахалрах вăрлăх, удобрени, çунтармалли-сӗрмелли хатӗр, ӗç укçи кирлӗ, – каласа  парать тӗп бухгалтер сӗтел çинчи компьютерӗ çине кăтаратса. 

– Пӗлтӗрхи кăтартусене танлаштартăмăр та, хӗвелçаврăнăш ӳстерме сахăр чӗкӗнтӗрӗнчен тупăшлăраххи курăнчӗ. Çавăнпа хӗвелçаврăнăш лаптăкне ӳстерме шутларăмăр, – калаçăва хутшăнчӗ Рефис Зайнетдинов агроном та.

Хуçалăхăн коллективӗ пысăках мар, пурӗ те 46 çын кăна. Мӗнпур техника çӗнӗ, хăватлă. Ку та вăхăта, тăкака перекетлеме май парать хуçалăха. Механизаторсем вара пурте универсалсем. Сезон ӗçӗ улшăннă май пӗр техника çинчен анса теприн çине куçаççӗ, çавăнпа ӗçлекенсене хӗрринчен илмеççӗ кунта. Вăтам ӗç укçи уйăхне 35– 40 пин тенкӗ тухать.

– «ДижиХоз» программăпа усă курма тытăннăранпа пăрусен шучӗ ӳсрӗ, вилеслӗх чакрӗ, – цифровизацин усси выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессинче те пуррине палăртать тӗп бухгалтерӗ – Паянхи кун тӗлне хуçалăхра пирӗн пурӗ 966 пуç ӗне-выльăх, вӗсенчен 300-шӗ сăвăнаканнисем. Фермăри ӗçсене йăлтах механизациленӗ. Сунă сӗт пăрăх тăрăх пырать. «ДижиХоз» программăна кашни ӗнен даннăйӗсене кӗртетпӗр: миçере, хăçан пăранламалла, хăçан сума пăрахтарса ыттисенчен уйăрса кантармалла... Вăхăт çитсен зоотехника ку е вăл ӗне çинчен асăрхаттару килет. Ӗнесене хăçан, мӗн чухлӗ апатлантарнине, сăвăм миçере вӗçленнине те кăтартать программа. Зоотехник 10 кунра пӗрре кашни ушкăн валли рацион хатӗрлет. Унпа килӗшӳллӗн кормосмеситель çинчи электронлă виçе мӗнле тата мӗн чухлӗ апат пани çинчен отчет ярать. Паян акă 2 тонна комбикорм панă. Сӗт виçи ӗнене мӗнле апатлантарнинчен килет вӗт. Енчен те сенажне, фуражне çителӗклӗ памасан сӗчӗ чакать. Программа çакна тӗрӗслесе тăма пулăшать.

Тинкешре сунă сӗте – Чăваш Ене, Ембулатрине Пăвари сӗт заводне сутатпăр. Хакӗ лайăх, литрне 36-37 тенкӗпе туянаççӗ.

Кăçал пирӗн тӗслӗхрен, пăрусен шучӗ 30 пуç ытларах пуласса кӗтетпӗр. Вӗсем валли кукуруза акса хăвартăмăр та ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен Тинкешре тепӗр фермăн (100 пуçран кая мар вырнаçмалли) строительствине пуçлатпăр. Выльăх апатне туянмастпăр, хамăрăнни çитет. Пӗлтӗр çӗнӗ технологипе силос хатӗрлесе упрамалли шăтăк турăмăр.

Ӗнесем пирӗн Тинкешре кăна улисем. Ембулатрисем пурте ăратлисем. 2019 çулта Вологодск тынисене туяннăччӗ. Талăкне 35-38-шар литр сӗт параççӗ вӗсем тата искусствăлла майпа йăхлантарнипе тына пăрушкашсем кăна пăрулаççӗ.

«DairyComp305» программăн приложенийӗ хуçалăх ертӳçин телефонӗ çинче пур, вăл хуçалăх ӗçне куллен сăнаса, тӗрӗслесе тăрать. Программăсен приложенийӗсене ман телефона та уçласа лартнă. Ертӳçе пӗр-пӗр отчет кирлӗ пулсан ӗçе килсе çӳремесӗрех ярса пама пултаратăп, – терӗ Алла Миннуллина цифровизаци ял хуçалăхӗн ӗçне мӗнле çăмăллатнине палăртса. Апла-тăк, цифровизаци халап мар халӗ, ялта та çав тери кирлӗ япала.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство 2022 – год цифровизации