Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял хуçисене çӗнӗ машина пачӗç

Пăва районӗнчи Рункă, Пӳркел, Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă, Çӗпрел районӗнчи Матак, Аксу районӗнчи Саврăшпуç ял хутлăхӗсем паян машиналлă пулчӗç.

Вӗсене Рустам Минниханов та ӗçтешсем тет. Тутарстанри ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем чăннипе те нумай ӗç туса ирттереççӗ. Республикăри ял тăрăхӗсем хушшинче 2010 çултанпа смотр-конкурс иртет. Кăçал ăна Республика кунӗ умӗн пӗтӗмлетрӗç. Августăн 29-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗ умӗнче савăнăçлă митинг иртрӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗсене «Нива-Шевроле» машинăсем пачӗç.

Малта пыракан ял хутлăхӗсен шутне кăçал Пăва районӗнчи Рункă, Пӳркел, Çарăмсан районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел, Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă, Çӗпрел районӗнчи Матак, Аксу районӗнчи Саврăшпуç тата ыттисем кӗнӗ.

Автомобильсене хӗллехи резинăпа та тивӗçтернӗ. Районсенчи тата хуласенчи ачасен спорт шкулӗсене, воспитани центрӗсене 7 микроавтобус пачӗç. Конкурс лауреачӗсене ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тата республикăри Муниципалитетсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин саламларӗç. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: сельское поселение