Ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ тилӗ вырӑнне хӗрарӑма персе пӑрахнӑ
Темиҫе шӑнкӑрав хыҫҫӑн ял хутлӑхӗн ертӳҫи тата хӗрарӑмӑн упӑшки пахчара засадӑна лараҫҫӗ
Ҫак инцидент декабрӗн 7-мӗшӗнче Кайпӑҫ районӗнчи Кулангара пулса иртнӗ, тесе пӗлтерет "Комсомольская правда". Пӑшалпа Куланга ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ Фидаил Нигмазянов пенӗ.
Хаҫат информацийӗ тӑрӑх, хӗрарӑм вӗсен хуҫалӑхне тилӗ ҫӳреме тытӑнни пирки исполкома пӗлтернӗ. Вӑл ирсерен юр ҫинче чӑхӑ тӗкӗсене, чӗрчун йӗрӗсене асӑрха пуҫланӑ.
Темиҫе шӑнкӑрав хыҫҫӑн ял хутлӑхӗн ертӳҫи тата хӗрарӑмӑн упӑшки пахчара засадӑна лараҫҫӗ.
Пӑртак вӑхӑт иртсен хӗрарӑм пуҫне налобный фонарь тӑхӑнса сарая тухать. Фонапикӗн аккумуляторӗ ларнипе ун ҫутти пӗчӗк пулнӑ, мӗлтлетнӗ. Исполком пуҫлӑхне тӗттӗмре ҫак фонарь тилӗ куҫӗсене аспа илтернӗ. Вӑл тӗллесе икӗ хутчен перет...
Упӑшки арӑмне ҫийӗнчех пульницана леҫет, анчах врачсем ӑна ҫӑлаймаҫҫӗ. Вӑл нумай юн ҫухатнӑран вилет.
Пулса иртнӗ вырӑнта оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Следстви умӗнхи проверка иртет.
Ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗн пӑшалӗ регистрациленнӗ пулнӑ. Унпа пенӗ самантра вӑл урӑ пулнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев