Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял ятне ҫаплипех хӑварар

Беловка ялӗн вырӑнне Белов хушаматлӑ чӑваш пӗрремӗш куҫса ларнӑ, ҫавӑнпа ҫак яла Беловка тенӗ

 Николай Полоруссов-Шелепи бюстне Аксу районӗнчи Беловкӑра вӑл ҫуралнӑ кун, майӑн 14-мӗшӗнче ҫӗнӗрен уҫрӗҫ. Малтанхи вырӑнне ҫӗннине вырнаҫтарнӑ беловкӑсем, халӗ палӑк Тӑван Ҫӗршвӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен обелискӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ.

 Чаплӑ церемоние Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан делегаци хутшӑнчӗ. 

Пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 140 ҫул. Ҫакна халалласа Беловкӑри Культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Унта Тольяттире, Чӗмпӗрте, Хусанта, Шупашкарта, Лениногорскра пурӑнакан чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисем хутшӑнчӗҫ.

Вӗсен хушшинче Чӑвашкино патшалӑх киностудийӗн ертӳҫин ҫумӗ Олег Цыпленков, ҫыравҫӑ-баталист Анатолий Хмыт, ҫыравҫӑ-романист Улька Эльмен Чӑваш наци библиотекин ертӳҫин ҫумӗ Галина Быкова, Наци литературисен уйрӑмӗн ертӳҫи Галина Соловьева, чӑваш эстрада юрӑҫи Лидия Изекеева пулчӗҫ.

Шупашкарсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе анлӑн паллаштарчӗҫ. Сӑвӑсем каласа юрӑсем юпларӗҫ. Анчах та пикенсех Беловкӑна "Шурьял", "Шурӑ ял" терӗҫ. 

Ӑнлантаратпӑр. Беловка ялӗн вырӑнне Белов хушаматлӑ чӑваш пӗрремӗш куҫса ларнӑ, ҫавӑнпа ҫак яла Беловка тенӗ. Киров, Чехов хуласен ячӗсене чӑвашла улӑштармасӑр каласа ҫыратпӑр пулсан, ҫак мухтавлӑ ялӑн ятне те ҫаплах хӑварар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев