Яла çӗклеме Иван Иванович Казанков пулăшрӗ

Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне Тутарстанра питӗ лайăх пӗлеççӗ. Кунта çын валли ӗç те, пурăнма çурт та, сипленме хуларинчен кая мар больница та, вӗренме хăтлă шкул та – йăлтах пур. Хăв кăна ан ӳркен. Ытти тăрăхра çамрăк çемьесен шучӗ чакса пырать пулсан, кунта ӳсет. Çаксем пурте йăлтах пӗр çын – Сиктӗрме-Хусанкайӗнчен тухнă Иван Казанков тăрăшнипе пулнă. Хăй вăл Марий Элти Звениговăра пурăнать, унта йӗркелесе янă совхоз вара Раççей шайӗнче кӗрлесе тăрать.
Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне юлашки вăхăтра республикипех аван пӗлеççӗ. Халӗ кунта, икӗ çырма хушшинче, кив ял çумӗнче çамрăксен çӗнӗ поселокӗ, çӗнӗ вăтам шкул, 40 ачалăх ача сачӗ, П.П.Хусанкай музейӗ, аш-какайпа сӗт комплексӗсем, районсен хушшинчи куç хирургийӗн центрӗ, Çветтуй Николай Угодник ячӗллӗ илемлӗ чиркӳ, пекарня, арман, çу уçлакан цех, сӗтпе сыр завочӗ, мехмастерской, комбикорм завочӗ, выльăх пусакан çурт, тырă типӗтекен комплекс, тырă упракан складсем, столовăй, кантур çурчӗ, ӗшне, пӗвесем, асфальтлă çулсем яла илем кӳреççӗ. Яла çӗклеме пире кунтах çуралса ӳснӗ, Сиктӗрмен хисеплӗ гражданинӗ Иван Иванович Казанков пулăшрӗ.
Марий Эл Республикинче вырнаçнă «Звениговский» аш-какай комбинатне ертсе пыракан Иван Иванович Казанкова, тăван яла чунтан юратакана, хисеплекене, чăн-чăн патриота, ялшăн нумай тăрăшакана эпир чӗререн тав тăватпăр, çирӗп сывлăх, малашне те тухăçлă ӗçлеме ăнăçу сунатпăр. Иван Ивановичăн ырă ӗçӗсене нихăçан та манмăпăр эпир.
Виктор ГЛУХОВ.
Элкел районӗ,
Сиктӗрме-Хусанкай.
Автор сăнӳкерчӗкӗнче Иван Иванович Казанков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
26 февраля 2021 - 21:42Виталий Станьяла пысӑк наградӑпа чысланӑ Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ5800
-
26 февраля 2021 - 20:29«АТАЛАН» СĂВĂ КОНКУРСНЕ ПӖТӖМЛЕТРӖ 5 çултан пуçласа 50-ран иртнисем таранах сăвă каласа ăмăртрӗç4900
-
26 февраля 2021 - 20:02Конкурс часах вӗҫленет Хутшăнас текенсем çине тăрса ыйтнипе комисси конкурса килекен материалсене йышăнассине редакци мартăн 5-мӗшӗччен тăсма шутларӗ3600
-
26 февраля 2021 - 19:54Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ Kам-ха, кам çак халăха пӗлмест: Вăл çӗр пин сăмахпала пуплет, Çӗр пин юрă-çемӗ кӗвӗлет, Çӗр пин тӗслӗ тӗрӗ вăл тӗрлет. П.Хусанкай.3200
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ10900
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ6400
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.8601
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ250700
-
24 февраля 2021 - 14:47Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....23202
-
24 февраля 2021 - 08:32Чӑвашла кино Тутарстанпа утать "Кинон куракана вӑл кинозалта ларнине мантармалла", – тенӗ Роман Полански режиссер. Чӑвашла кино ҫакна тума пултарчӗ18700
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.14200
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика