Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЙĂЛА-ЙӖРКЕ ЯЛ-ЙЫШРА УПРАНАТЬ

Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Надырович Дружков пултарулăх отчетне пӗтӗмлетнӗ май концерта пысăк хак пачӗ, унта хутшăннă хӗр-хӗрарăмсене пурне те чӗрӗ чечек парнелерӗ

Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел Культура çурчӗн пултарулăх отчечӗ кăçал​ Мартăн 8-мӗшӗпе тӳр килнӗрен уяв тата интереслӗрех пулчӗ. Концерта ертсе пыракансем, Культура çурчӗн ертӳçипе Наталья Макаровăпа шкул вӗрентекенӗ Петр Мулеев, пухăннă хӗр-хӗрарăмсене пурне те çурхи уявпа ăшшăн саламларӗç.

Концерт программине ялти çамрăк артистсенчен пӗри Вероника Шурбина «Çурхи хӗвел» сăвăпа пуçларӗ. Малалла Николай Мулеев купăсçăпа пӗрле сцена çине «Йӗлме» фольклор ансамблӗ тухрӗ. Вӗсем «Питравкка» халăх йăлине питӗ ăста кăтартса пачӗç. «Хӗвел», «Шăпчăк» ача-пăча ушкăнӗсем залра ларакан кашни çыннăн чунне çемçетрӗç пулмалла, пӗчӗк артистсене тăвăллăн алă çупса тав турӗ ял-йыш.
Театр кружокне çӳрекенсен (Зинаида Денисова, Наталья Макарова, Валерий Ларионов, Ольга Архипова, Ирина Албутова тата ыттисем) кӗске сценкисене пăхма уйрăмах кăсăклă пулчӗ.
Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗренекен Саша Ефимов каланă «Нас было двое»​ патриотизмла сăвă пайӗ çав тери чуна пырса тиврӗ. Вырăнти сăвăçсен Петр Мулеевăн, Яна Изендеевапа Святослав Головинăн пултарулăхӗпе те паллашма май пулчӗ.
Яланхи пекех хальхинче те «Калинушка» вокал ушкăнӗ (Наталья Макарова ертсе пырать) чăвашла, вырăсла юрăсем юрласа савăнтарчӗ. Уçă сасăллă Татьяна Евграфова Анна Герман репертуарӗнчи «Один раз в год» юрра питӗ хитре юрларӗ. Хальхи вăхăтра Ульяновск облаçӗнчи​ Вырăс Чăнлă поселокӗнче пурăнакан ентешӗмӗр Петр Афиногентов купăспа чăваш, вырăс, тутар кӗввисене каласа ял-йыша савăнтарчӗ.
Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Надырович Дружков пултарулăх отчетне пӗтӗмлетнӗ май концерта пысăк хак пачӗ, унта хутшăннă хӗр-хӗрарăмсене пурне те чӗрӗ чечек парнелерӗ.
​ Çӗнӗ Йӗлмел Культура çурчӗн ӗçченӗсем нумай фестиваль-концерта хутшăнаççӗ. Хамăр юрă-ташăра, сăвăсенче халăх культури сăнланчӗ тесе шанас килет. Çакна та палăртмалла: кун йышши мероприятие ял халăхӗсӗр ирттерме май çук, шăпах вӗсем халăх культурине, йăли-йӗркине сыхласа хăварса упраççӗ те. Çавăнпа ял-йыша пурне те çирӗп сывлăх, ăнăçу сунатпăр.

Геннадий КАРСАКОВ,
«Йӗлме» фольклор
​ ушкăнӗн пайташӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев