Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнчӗ

Республика бюджетӗнчен выльăх, технологи оборудованийӗ туянма субсиди уйăрнă чухне мӗн тума ӳркенмелле?

Август уйăхӗнчех Çӗпрел районӗнчи Паснапуç ялӗн кассисенче хӗрӳ ӗç пыратчӗ – урамсене çул сарчӗç. Ял кассисем пылчăкран тасалса пыраççӗ. Калама кăна вӗт, такăр çул та пур тӗп урамсенче. Пысăк ӗç тӳрех курăнать, Тутар Паснапуçне çитиех тăсăлать асфальт. Аслă çултан яла кӗрекен çула çитес çулсенче юсаса çӗнетмелле, ăна плана кӗртнӗ.
Патшалăх шутӗнчен такăр çул тăвас ӗç час пулакан япала мар, паллах. Плансемпе проектсене района Александр Шадриков ертсе пынă чухнех палăртса хунă. Халӗ вӗсем пурнăçа кӗрсе пынăшăн Аслă Аксу ял хутлăхӗн ертӳçисем кăна мар, ял-йыш та питӗ савăнать. Йӗпе-сапара Паснапуçне килсе курнă çын ăнланать пулӗ мӗн çинчен сăмах пынине. Салтака каякан юлташне ыталанă тусӗсем урамсем тăрăх пылчăк çăрса юрласа çӳремеççӗ – асфальт тăрăх саркаланса утаççӗ. Сăмах май, район ку кӗркунне 46 çамрăка çара ăсатмалла.
Çӗпрел тăрăхӗнче хамăр халăхшăн тăрăшакан хастар çынсем пурăнман пулсан ку ӗçсем пурнăçа кӗрес çукчӗ. Кӗске вăхăтрах нумай çӗрте çӗнӗ клубсемпе шкулсем çӗкленчӗç, такăр çулсем сарăлчӗç, вырăнти производство объекчӗсем йăл илчӗç, ялсен сăн-сăпачӗ улшăнчӗ. Шадриков команди пуçарса янă ӗç малалла тăсăлать. Иртнӗ çулсенче ӗç пуçланă аграрисен ăнăçăвне пăхса çӗнӗ фермерсем тупăнаççӗ ялсенче: карта тытаççӗ, фермăсем тăваççӗ. Республика бюджетӗнчен выльăх, технологи оборудованийӗ туянма субсиди уйăрнă чухне мӗн тума ӳркенмелле? Тутарстанра «Агростартап» программа ӗçлеме пуçланнă.

Аксу ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Алексей Храмов пӗлтернӗ тăрăх, 2019 çулта сахал мар ӗçе укçа хывнă. Çулсем тунисӗр пуçне Аслă Аксура урамри çутă тума, çак ялтах силос траншеи тата 200 пуçлăх ӗне фермине юсама янă бюджет укçисене. Унсăр пуçне ТР Экологи министерствипе килӗшнӗ тăрăх, Паснапуçӗнче тата Аксура çӳпӗ-çапă контейнерӗсен площадкисене тума вырăнти бюджетран 100 пин тенкӗ укçа уйăрнă.
Самообложени укçисемпе те пӗлсе усă кураççӗ. Масарсен картисене тытаççӗ, контейнерсем туянаççӗ, Пасна юханшывӗ урлă çуран каçса çӳремелли кӗпер тăваççӗ. Ялсенчи çулсене пăхса-тасатса тăма та халăх укçи каять. Пур çӗрте те укçа кирлӗ çав. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев