Сувар

Ялсенче те çӳп-çапа уйăрса пуçтармалла пулать

Ялти çынсен те, хуларисем пек, çӳп-çапа уйрăм пуçтарма хăнăхмалла пулать. Кӗленчене пӗр хутаçа, пластика – теприне тата ытти те.

2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен çӳп-çап тирпейлес йӗрке улшăнать. Енчен те малтан ăна мӗнле пуçтарас, ăçта хурас, мӗнпе хуплас ыйтăва муниципалитетсем хăйсем татса панă пулсан, çӗнӗ çултан полигонсене хупма пуçлаççӗ. Çак ӗçе 2022 çул тӗлне вӗçлемелле. Çӳп-çапа регионти операторсем пуçтарма, сортировкăлама, тирпейлеме пуçлаççӗ. Хусан çывăхӗнчи районсенчен пуçтарăннине, тирпейлесе уйăрнă хыççăн юлнине çунтарса пӗтерме планлаççӗ, Çырчалли зонинче пухăннине те термообработка меслечӗпе тирпейлесшӗн. Мӗн улшăнать вара? Тӳлевӗ-им? Вăл кăна мар. Ялти çынсен те, хуларисем пек, çӳп-çапа уйрăм пуçтарма хăнăхмалла пулать. Кӗленчене пӗр хутаçа, пластика – теприне тата ытти те. Килти выльăх çимен апат юлашкине тислӗк купи çине тăкасси çеç йăлара пулмалла мар. Контейнерсене хăрăк туратпа тата тăкăннă çулçăпа тултарса хуни те тӗрӗс маррине ăнланмалла çынсен. Тирпейлӗ те таса вырăнта пурăнас килсен улшăнмах тивет.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: