Ялшӑн тӑрӑшакан хӗрарӑм
Элмет районӗнчи Патраклӑри ветерансен канашне ертсе пыракан Лидия Лисина 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ
Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлешӗвӗн Тутарстанри уйрӑмӗ 7-мӗш хут "Тутарстанри ватӑ ҫыннӑн социаллӑ портречӗ" республика конкурсне ирттернӗ. Пурӗ конкурса 28 районти организацисемпе уйрӑм ҫынсенчен 80 ӗҫ килнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен чӑвашсене те палӑртма пултаратпӑр.
"Радуюсь я: наш труд вливается в труд моей республики" номинацире Элмет районӗнчи Патраклӑри ветерансен канашне ертсе пыракан Лидия Лисина 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
"Спасибо деду за победу" номинацире 3-мӗш вырӑна Лениногорск районӗнчи Ҫӗнӗ Шешкел ялӗнчи Ванюков Александр Ефимович йышӑннӑ, ун ҫинчен Ванюков Игорь Константинович каласа панӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хаклӑ парнепе, авторсене Дипломпа чысланӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев