Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялта паянхи кун пӗр ветеран та çук, тылра тăрăшнисем те виççӗн кăна

Çӗршывăн паттăрлăхӗпе хастарлăхне сăнлакан уявсем темиçе те. Космоса чи пӗрремӗш Юрий Гагарин вӗçсе кайни те уяв-ха, анчах Аслă Çӗнтерӳ кунӗ – чи сăвапли. Майăн 9-мӗшне вăрçă вут-çулăмӗнче пуç хунисене асăнассипе çыхăннă хăйне евӗрлӗ йăла-йӗркепе танлаштарма пулать. 

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине халалланă митинга Теччӗ районӗнчи Пухтел ялӗнче халăх йышлăн пуçтарăнчӗ. Шел пулин те, вăрçа хутшăннă çынсен йышӗ çулран-çул чакса пырать. Ялта вара паянхи кун пӗр ветеран та çук, тылра тăрăшнисем виççӗн.
Обелиск умӗнчи митинга шкул ачисем уçрӗç. Вăрçă паттăрӗсене халалланă сăмахӗсем чун-чӗрене пырса тиврӗç вӗсен. Пухăннисене Урюм ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Николай Михайлович Краснов саламларӗ. Педагогика ӗçӗн ветеранӗ, Пухтел шкулӗнче чылай çул директор, истори учителӗ пулса ӗçленӗ Владимир Михайлович Тайманов совет салтакӗсен хастарлăхӗпе паттăрлăхне пула паян çак çӗр çинче пурăннине, сар хӗвел ăшшипе киленнине каласа хăварчӗ. Фронтра пуç хунă, хыпарсăр çухалнă тата суранӗсене пула каярах пурнăçран уйрăлнă фронтовиксене асăнса пӗр минут шăп тăчӗç. Унтан венок тата чӗрӗ чечек çыххисем хучӗç. Çамрăк салтаксем вахта та тăчӗç.  
Паян çӗр çинче пурăнакансем тăнăç пурнăçшăн кама асра тытмаллине яланах шута илсе пурăнсан, Аслă Çӗнтерӳ кунне тата темиçе теçетке çул та паллă тăвăпăр.  

Алена ТОРГАШОВА.
      Пухтел.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев