Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялта пурăнакан 65 çултан иртнӗ çынсене наци проекчӗпе пăхаççӗ

Иртнӗ çулталăкра Тутарстанри медицина организацийӗсене диспансеризаципе медосмотрсем иртме ялсенче пурăнакан 59,5 пин ватă çынна илсе çитернӗ тесе пӗлтерет ТР Ӗç министерствин пресс-служби.

«2019 çултанпа Тутарстанра «Демографи» наци проекчӗн «Аслă ăру» федераллă проектне пурнăçа кӗртсе аслă ăрури çынсемпе инвалидсене вăрах вăхăт хушши пăхмалли пилотлă системăна хута яраççӗ. Паянхи куна нумай вăхăт хушши пăхас системăна кашни муниципаллă районра ӗçе кӗртнӗ. Республикăра социаллă тивӗçтерӳ тата медицина организацийӗсен ведомствосен хушшинчи хутшăнăвне йӗркеленӗ», – тенӗ пресс-служба ӗçченӗсем.

Наци проекчӗпе медицина организацийӗсене ялта пурăнакан 65 çултан аслăрах çынсене илсе çитереççӗ. 2019 çулта проектпа 36,6 пин çынна пăхнă, 2020 çулта тата 45,3 пин çын ватă çын медицина тивӗçтерӗвӗ илнӗ. 2021 çулта çак хисеп 59,5 пин çынна ӳснӗ. Вӗсенчен 37 пин çынна диспансеризаципе профосмотрсем тума илсе çитернӗ.  

Наци проекчӗсем çӗршывра 2019 çултанпа РФ Президенчӗн указӗпе пурнăçланса пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев