Йăпăлти, суя патриотизма, хăйсем çинчен çунса халăх, унăн шăпи çинчен вуçех манакансене чăтма пултарайман поэт.
Йăпăлти, суя патриотизма, хăйсем çинчен çунса халăх, унăн шăпи çинчен вуçех манакансене чăтма пултарайман поэт. «Хусанкай» тесен эпир çӗршыва талантлă ывăл парнеленӗ яла кăна мар, çамрăк ăрăва пурăнăçа хатӗрлеме хăйӗнчен пысăк тӳпе кӗртекен çав тери пултаруллă çынна курса сума сăватпăр. Мӗншӗн тесен литература çынсен шухăш-кăмăлне йӗркелет кăна мар, общество моралӗшӗн те явап тытать. Аслă çӗршывăн йынăшăвне поэтăн яланах илтме пӗлмелле. Петр Петрович Хусанкай шăпах çакăн пек çынсен шутӗнчен пулни савăнтарать. «Сувар» хаçатăн 6-мӗш номерӗнче тухнă «Сиктӗрме е Сиктӗрме-Хусанкай?» статья вăхăтлă, çивӗч тесе шутлатăп. Чăвашлăхшăн мӗн чухлӗ чун ыратăвӗ унта. Шăпах çак ырату палăрать те Петр Петрович Хусанкайăн вилӗмсӗр произведенийӗсенче. Анчах пӗр тӳрлетӳ: Хусанкай чысӗшӗн кӗрешӳ 2004 çулта мар, чылай маларах – 1990 çултах – пуçланчӗ. 1990 çулта район хаçатӗнче пичетленнӗ хамăн статьяна тата 2004 çулта район администрацине, ТР тата ЧР Писательсен союзӗсене янă çырăвăма ярса паратăп.
«Сувар» хаçатăн 6-мӗш номерӗнче тухнă «Сиктӗрме е Сиктӗрме-Хусанкай?» статья вăхăтлă, çивӗч тесе шутлатăп. Чăвашлăхшăн мӗн чухлӗ чун ыратăвӗ унта. Шăпах çак ырату палăрать те Петр Петрович Хусанкайăн вилӗмсӗр произведенийӗсенче. Анчах пӗр тӳрлетӳ: Хусанкай чысӗшӗн кӗрешӳ 2004 çулта мар, чылай маларах – 1990 çултах – пуçланчӗ. 1990 çулта район хаçатӗнче пичетленнӗ хамăн статьяна тата 2004 çулта район администрацине, ТР тата ЧР Писательсен союзӗсене янă çырăвăма ярса паратăп.
Хусанкай урокӗсем
Элеке хирӗç хуравласси кăмăллă ӗç мар, çапах та гражданин, поэт, ентеш хутне кӗресси сăваплă. Чăваш халăх поэтне Петр Петрович Хусанкая хӳтӗленӗ сăмахăм.
Паян каллех ентеш феноменӗ çинчен шухăшлатпăр та вăл мӗнле пуян чунлă çын пулнине куратпăр. Ялти ват çынсем каланă тăрăх, Петӗр Хусанкай пирӗн пурнăçа тăван тавралăхăн илемне, ырă чунлă, пурнăç йывăрлăхӗсене парăнман çыннисене мухтакан поэзийӗпе кӗчӗ. Мӗнле пӗлтерӗшлӗ çакă паян, ăрусен çыхăнăвӗ татăлнă, чунсем хытнă, мӗнпур ырринчен мăшкăлласа кулнă, историе, пултаруллă çыннисене ним вырăнне хуман вăхăтра? Тен, çавăнпах пуль пире, Хусанкай пурнăçӗпе пултарулăхне тӗпчемен, анчах пултарулăхне пысăка хурса хаклакан ахаль çынсене, çак темăна хускатса поэтăн идеалӗсене мӗнле пурнăçа кӗртмелли çинчен шухăшлама хистет. Ку вăл чăн малтан ентешӗн обществăлла пӗлтерӗшне палăртма кирлӗ.
«Хусанкай» тесен эпир çӗршыва талантлă ывăл парнеленӗ яла кăна мар, çамрăк ăрăва пурăнăçа хатӗрлеме хăйӗнчен пысăк тӳпе кӗртекен çав тери пултаруллă çынна курса сума сăватпăр. Мӗншӗн тесен литература çынсен шухăш-кăмăлне йӗркелет кăна мар, общество моралӗшӗн те явап тытать. Аслă çӗршывăн йынăшăвне поэтăн яланах илтме пӗлмелле. Петр Петрович Хусанкай шăпах çакăн пек çынсен шутӗнчен пулни савăнтарать.
Александр Твардовский, Александр Яшин, Павло Тычина, Кайсан Кулиев, Хасан Туфан, Петӗр Хусанкай тата ытти вăйлă литераторсене вуласан вӗçӗмсӗр улшăнса тăракан пирӗн пурнăçа канашçă, нравственность ориентирӗ пек кӗрекен классика мӗн иккенне ăнланатăн.
Хусанкайăн чыслăх, патриотизм, юрату урокӗсем пире чуна ултавпа варалама памаççӗ. Тӗрӗслӗх культурăра кăна мар, пӗтӗм пурнăçра пулмаллине куллен, хăрамасăр çирӗплетеççӗ. Хусанкай ăс-тăнӗ тӗрӗслӗх çинче никӗсленнӗрен халăх шăпи çине тимлӗх уйăрттарать. Халăх чăтса ирттернине поэт-гражданин пек тӳреммӗн, уççăн калать.
«На большом пути преграды
Одолев в труде, в борьбе,
Сам себе народ награда,
Сам и памятник себе...».
Йăпăлти, суя патриотизма, хăйсем çинчен çунса халăх, унăн шăпи çинчен вуçех манакансене чăтма пултарайман поэт. Идеалсемпе хупланса спекуляци тăвакансен, национализмăн тăшманӗ пулнă вăл. Хупăнса ларни, пӗчченлӗх культурăшăн мӗнле сиенлӗ пулнине ăнланнă вăл, çавăнпа национализм эгоизмне сивлесе нацин пархатарлăхӗн, сăпайлăхӗн çӳллӗ шайне, халăхсен туслăхне çирӗппӗн палăртнă.
«Живем среди татар в ладу и мире.
Два языка мы знаем, третий – наш...»
Хусанкая хисеплесси, хутне кӗресси вăл – çынла, пултаруллăрах пулнине кăтартать. Поэта ăс-хакăлпа çывăх пулни паян та актуаллă. Ял çыннисем пӗлсе, те пӗлмесӗрех хăй шухăшне халӗ те Хусанкайăннипе танлаштараççӗ. «Çын вилет – халăх вилӗмсӗр. Поэт та, юррисем халăх чӗрине кăртлаттараççӗ пулсан, вилӗмсӗр», – тенӗ М.Горький.
«Путь коммунизма», 1990 çул.
2004 çулта Элкел район ертӳçисене тата Тутарстанпа Чăваш Ен писателӗсене янă çыру
Хисеплӗ юлташсем!
Камăн-тăр амбицийӗсене пула ял ятне васкаса улăштарма шут тытни чăваш сообществинче ăнланманлăх çуратрӗ: тунă йышăнăва ăнлантарма, аргументсемпе çирӗплетме ыйтаççӗ. Кун пек тума вӗсен сăлтавӗ пур. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, ял ятне улăштарасси асăрханса та виçсе тумалли ӗç пулмаллаччӗ вăл. Сăмах кунта пултарулăхне Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче, ют çӗршывсенче çӳллӗ хак панă поэт-патриот çинчен. Петӗр Хусанкай – чăваш халăхӗн мăнаçлăхӗ, пӗтӗм Раççей эткерӗ. Çакăн пек шайри çынсем енӗпе яланах виçеллӗ пулмалла. Унсăрăн хисеплеменни поэта кăна мар, чăваш наци туйăмне çӗре ӳкерни шутланать. Ял ятне улăштарма ыйтса алă пуснă çав 150 çын вăл чăваш тӗнчинче тусан пӗрчи евӗр кăна, çитменнине хисепсӗр. Хусанкай ятне пула яла сыхласа хăварнине, Хусанкая пула пире вăтам шкула тавăрнине, участок больници, музей-клуб лартнине, яла асфальт çул сарнине çав тери хăвăрт мантăмăр.
Хăйсен корифейӗсене мӗнле хисеплемеллине пирӗн, чăвашсен, тутарсенчен вӗренмелле. Вӗсем хăйсен çыннисене кăна мар, кӳршисене те тивӗçлӗ тимлӗх уйăраççӗ.
Тутарстанăн сумлă ывăл-хӗрӗсем пирӗн ентеше яланах хисеплесе калаçнă. Тӗслӗхрен, Гариф Ахунов ун пирки çапла каланă: «Высоту гор определяют по их вершинам. Зная творчество только Константина Иванова и продолжателя его славных традиций Педера Хузангая, мы, бесспорно, могли бы уже представить уровень культуры чувашского народа... Хузангай – человек тонкого духовного склада, энциклопедического ума и горячего сердца, он с любовью и благодарностью вспоминал татарскую землю даже в трудные минуты своей жизни».
2004 çулхи июлӗн 5-мӗшӗнче Петӗр Хусанкая асăнса пуç тайма пирӗн музее Минтимер Шаймиев килчӗ. Чăваш халăх поэтне Республика Президенчӗ çапла чыс туни хăйех нумаййи çинчен калать.
Хусанкай паллă поэт, авторитетлă обществăлла деятель, чăн-чăн гражданин, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçи кăна мар, тăнăçлăх, халăхсен туслăхӗн посолӗ. Унăн пултарулăхӗнче Раççей халăхсен пӗрлӗхӗн, уйрăмах чăвашпа тутар халăхӗн туслăхӗн, теми пысăк вырăн йышăнать.
Тутар литературине ăста куçарса тата представителӗсемпе туслă пулни икӗ тăванла халăх туслăхне çирӗплетнӗ. Литературăри псевдонимне те Хади Такташ сӗннӗ. Хусанкай вăл Хусан çынни пулнине пӗлтерет.
Манса каяр мар, вăхăтӗнче вырăс историографсен тутар халăхне яланхи тăшман пек кăтартас йăли пулнă. «Татаро-монгольское иго», «татарские полчища», «татарская дань» тенине кăна илер. Хусанкай халăхсен хушшинче курайманлăх çуратассине хирӗç пулнă пӗрремӗш çынсенчен пӗри. Поэт 1962 çулхине çуркунне «Литература и жизнь» хаçатра тутар наци праçникне «Сабантуя» буржуази юлашки тенине хирӗçлесе хӗрӳллӗн çырнă.
Хисеплӗ депутатсем! Вăхăтпа тӗрӗсленнӗ тӗрӗслӗх пур. Хăйне хисеплекен чăваш Хусанкай ятне вун-вун çул асра тытать. Мӗншӗн тесен шăпах Хусанкай пек çынсем тӗнче культурине хăйсенчен тӳпе кӗртсе истори çыраççӗ. Вăхăтӗнче вăл хăй çинчен каланă «тайăн (призвание) вăл – ӗç, паттăрлăх, кулленхи кӗрешӳ» сăмахӗсем тӗрӗс. Хусанкай чăнах та тăван енне, тăван чăваш халăхне ӗмӗрлӗхе чапа кăларса пурăннă, кӗрешнӗ наци поэчӗ. Ман шутпа, пирӗн шăпах çакна тӗпе хумалла та ял ятне улăштарас шухăшра. Йăнăш тума юрамасть пирӗн – пулас ăру каçармасть.
Раççейӗпе паллă ентешӗмӗрӗн ятне ӗмӗрлӗхе хăвармалла пирӗн, ял ятӗнче хăварма май çук-тăк, шкула ун ятне памалла. Унчченхи «Хузангаевский» хуçалăх ятне сыхласа хăварсан та аванччӗ. Хусанкай ятне асра тытакан чăвашсене хамăр позицие ăнлантармалла. Хусанкай çемйи пирки каламастăп та ӗнтӗ, ку вăл уйрăм калаçу. Каçару ыйтмалли йывăр, анчах çав тери кирлӗ калаçу.
Олег МУРЗИН,
П.Хусанкай музейӗн ертӳçи.
Архиври сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев