Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЯППУНСЕМ ЧĂВАШЛА ВӖРЕНЕÇÇӖ – ЭПИР МАНАТПĂР

Японири Миура хулинче пурӑнакан Юто Хасияма Тутарстан пирки сайтра тутар хыпарӗсене яппунла куçарать. Çитес вăхăтра Тутарстан чăвашӗсемпе те паллаштарӗ, «Сувар» сайтӗнчи хыпарсене куçарса...

Темиçе кун каялла «ВКонтактери» страницăна интереслӗ çыру килчӗ.  «Эпӗ Юто Хисияма ятлӑ. Японире пурӑнатӑп. Чӑвашла, тутарла тата пушкӑртла вӗренетӗп...»  –  тенӗ çамрăк каччă тап-таса чăвашлах. Тутарстан çинчен сайт йӗркеленине, унта тутар хыпарӗсене яппунла куçарнине пӗлтерчӗ. Малалла «Сувар» хаçатри хыпарсене унта вырнаçтарма ирӗк ыйтать иккен. Паллах, тӗрӗк мар халăхсен чӗлхе туйăмӗ чăваш ачинчен кая мар е ытларах пуласса кӗтмен. Çавăнпа малтан пӗр-пӗр чăваш ачи шӳтлет пуль тесе те шутларăм. Анчах сăмах хыççăн сăмах... Юто çав тери маттур каччă пулни палăрчӗ.

«Эпӗ чӑвашла питӗ аван пӗлместӗп-ха, 2 уйӑх кӑна вӗрентӗм», – тесе çырчӗ вăл кун пирки кăшт сăпайлăн. 2014 çулта тутар чӗлхипе халăхсем хушшинчи олимпиадăра çӗнтерсе тутарсене тӗлӗнтернӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне ăна ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хăй саламланăччӗ. Каччă – тутар чӗлхине мӗншӗн суйланине те пытармасть. Тӗрӗк чӗлхисен ушкăнӗнчен шăпах çак чӗлхе ытларах килӗшнӗ ăна. Тутар юррисем те юлашки вырăнта мар-ха кунта, шăпах тутар юрри урлă чӗлхене кăмăлланă. Чӗлхене лайăхрах пӗлес шутпах 2014-2016 çулсенче Хусанти Федераллă университетра вӗреннӗ. 

Юто Хасияма хальхи вăхăтра Токиори Ют чӗлхесен университечӗн аспирантуринче тутар чӗлхине малалла тӗпчет. Çав хушăрах пушкăрт тата чăваш чӗлхисемпе те кăсăкланать. Сăмах май, унăн ăслăлăх ертӳçи Синдзиро Кадзама тӗпчев ӗçӗпе Чăваш Енре пулса курнă ӗнтӗ. Чӗлхене кăна мар, чăваш мунчине те хаклама ӗлкӗрнӗ.

– Эпӗ тӗрӗк чӗлхисене тӗпчетӗп. Чӑваш чӗлхи  –  пӑлхар ушкӑнне кӗрекен пӗртен-пӗр чӗрӗ чӗлхе. Ҫавӑнпа, питӗ пӗлтерӗшлӗ тата хаклӑ, – чăваш чӗлхи мӗн тума кирлине ăнлантарчӗ яппунла, акăлчанла, турккăлла, пушкăртла, вырăсла тата чăвашла пӗлекен каччă. Унăн сăмахӗсене чăваш ачисем (вӗсенчен ытларах ашшӗ-амăшӗсем) илтесенччӗ те вӗт.

Чăваш çамрăкӗсем тăван чӗлхепе клаçасшăн мар, кирлӗ мар теççӗ, кун  пирки мӗн калатăн? – ыйтрăм унран.

Шел... Тӑван чӗлхе мӗнле хаклине пӗлмелле. Атте-анне пек вӗт вӑл, –  терӗ тӗлӗнсе çӗнӗ тусăмăр. Вӗсен çӗршывӗнче кун пекки пуçа та кӗмест-тӗр. Эх, эпир мӗншӗн ăнланмастпăр-ши çакна, хамăр ирӗкпех тăван чӗлхерен писетпӗр, эппин, атте-аннетрен те. Кайран чавса çывăх пулӗ те-ха, çыртаймăпăр. (Юто Хасияман инстаграмри страницинчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России