Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Яш-кĕрĕме тăван халăх пуласлăхĕ пăшăрхантарать

«Çамрăксен сасси» хастарĕсем чăвашлăха аталантарасси пирки калаçнă, социаллă сетьсенче #ЭпĕЧăваш хештэгпа усă курма тӗв тунă

«Хыпар» Издательство çуртĕнче йĕркеленнĕ «Çамрăксен сасси» пĕрлешĕвĕн тĕлпулăвĕнче сӳтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри шăпах çакă пулчĕ. Çамрăк журналистсемпе блогерсем, чăвашлăхшăн тăрăшакан хастарсем черетлĕ хут «Хыпар» Издательство çуртĕнче пухăннă. Яш-кĕрĕме тăван халăх пуласлăхĕ пăшăрхантарать. Вĕсем чăвашлăха аталантарассипе çыхăннă сĕнӳсемпе Чăваш наци конгресĕн пайташĕсем патне тухасшăн. Шăпах юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мăн Канашăн черетлĕ ларăвĕ иртмелле.

Раççейре халăх çыравĕ пынă май пĕрлешĕвĕн хастарĕсем çынсене хăйсем чăваш пулнине уççăн пĕлтерме чĕнсе каласшăн. Блогерсемпе журналистсем социаллă сетьсенче #ЭпĕЧăваш хештэгпа усă курса тĕрлĕ сăн ӳкерчĕк, видео вырнаçтарасшăн.

Çамрăксемпе Владимир Алмантай тӗпчевçӗ, «Хыпар» хаçатăн тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина тӗлпулнă.

www.hypar.ru  материалӗ

Вера ШУМИЛОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев