Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Яш-кӗрӗм Тӗп саккун пирки хăйӗн шухăшне пӗлтерет

«Эпир паян виртуаллă уçлăхра пурăнатпăр, кунта ӗçлетпӗр, канатпăр, калаçатпăр, çакна право енчен шайлаштарас йӗркепе формăсене палăртма вăхăт çитнӗ...»

Фарид Мухаметшина Раççей Констаитуцине тӳрлетӳсем сӗнекен ушкăна кӗртни çинчен нумайăшӗ пӗлет ӗнтӗ. Паян вăл ТР Патшалăх Канашӗ çумӗнчи Çамрăксен парламенчӗн пайташӗсемпе тӗлпулнă. «Çавра сӗтел» ТР Çамрăксен министерствинче иртнӗ. Республика çамрăкӗсем республика парламенчӗн пуçлăхне çӗршывăн Тӗп саккунне кӗртмелли хăйсен сӗнӗвӗсене пачӗç. Фарид Мухаметшин вӗсенчен нумайăшӗпе килӗшнӗ.

 

«Раççейри ял поселенийӗсенчен иккӗ-виççӗмӗш пайӗ дотациллӗ паян, – палăртнă Фарид Мухаметшин. – Тутарстанра муниципаллă влаç органӗсене пысăк тимлӗх уйрăлать, вӗсен ӗçӗнчен нумай чухне ял пурнăçӗ еплерех пулни килет». ТР Çамрăк аграрисен пӗрлешӗвӗн председателӗ Диляра Шувалова шухăшӗпе, ялта пухăнакан налогсен ытларах пайӗ муниципалитетрах юлсан, ял çыннисен пурнăç пахалăхне ӳстерме пулать.

Çамрăксен парламентӗнчи Наука, инновацисем тата çамрăксен услам ӗçӗн комиссийӗн ертӳçи Анаит Аракелян законра çыннăн Интернетри прависемпе ирӗкӗсене çырма сӗнет. «Эпир паян виртуаллă уçлăхра пурăнатпăр, кунта ӗçлетпӗр, канатпăр, калаçатпăр, – тенӗ вăл, – çакна право енчен шайлаштарас йӗркепе формăсене палăртма вăхăт çитнӗ. Тен, Информацилле кодекс йышăнмалла-тăр».

Çамрăксем нумай ыйтăва çӗкленӗ. Çав шутра законра çамрăк специалист статусне çирӗплетессине те, çамрăк çемьесене тӗрев парассине те. Конституцин 72-мӗш статйине çамрăксен политики пирки пункт кӗртесшӗн яш-кӗрӗм парламенчӗн пайташӗсем.  

«Эпир кашнин шухăэшне пӗлесшӗн, сӗнӳсем пухасшăн, çав шутра Конституцие улшăнусем кӗртмеллипе çыхăннисене те, – палăртнă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, – Раççей Конституцине йывăрлатмасăр, хăш-хăш ыйтусене республика законодательствипех шайлаштармалли пирки те пирӗн тепӗр хут ларса шухăшламалла. Çав вăхăтра, паллах, çӗршывӗн Тӗп саккунӗнче çырăнмалли положенисем те пур».  
Ирина Трифонова сăнӳкерчӗкӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев