Сувар

Яш-кӗрӗме Инстаграм урлӑ ӗҫ сӗнмелле

Дамир Фаттахов ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫма пулӑшакан мобильлӗ приложени тума сӗннӗ

 «Работа молодым» сайт ҫамрӑксемпе ҫул ҫитменнисене ӗҫ тупма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе мобильлӗ приложени тумалла. Ҫакӑн ҫинчен форум вӑхӑтӗнче вакансисене ярмаркине курса ҫаврӑннӑ чухне ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Дамир Фаттахов каланӑ.

"Мобильлӗ приложени тӑвӑр. Ку маркетинг тӗлӗшӗнчен те лайӑх пулать. Ҫамрӑкӑн Инстаграмӗнче мӗнле-тӗр кану реклами мар, „Работа молодым“ курӑнса тумалла", – тенӗ Фаттахов сайт представителӗсене.

Вӑл приложение тума укҫа пултӑр тесе, мӗнле те пулин грантлӑ конкурса заявка пама сӗннӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: