Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ясли ӳсӗмӗнчи ачасем валли 440 вырăн

Тутарстанри ача сачӗсенче «Демографи» нацпроектпа икӗ çул хушшинче ясли çулӗнчи ачасем валли 440 вырăн тума палăртнă. Çакăн пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службинчен пӗлтернӗ. Ку вырăнсем республикăра икӗ çӗнӗ ача сачӗ тусан тата хальхи вăхăтра ӗçлекен ача сачӗсенче пур вырăнсен профильне ясли ӳсӗмӗнчи ачасем валли улăштарнипе пулӗç.

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви садиксенче 1,5-3 çулти шăпăрлансем валли вырăнсем уйăрас ыйтăва çирӗп контрольте тытать. Çак ӗç кăçал та малалла тăсăлӗ.

«Демографи» наци проектне пурнăçа кӗртме кăçал Тутарстана 72 миллион тенкӗ уйăрнă, çав шутра 58,3 миллионӗ – федераллă бюджетран, 13,7 миллионӗ – республикăннинчен.

2020 – 2021 çулсенче Тутарстанра ясли ӳсӗмӗнчи ачасем валли 5150 хушма вырăн тунă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дошкольное образование