Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нацистсене хирӗç çапăçма хăй ирӗкӗпе кайнисем çинчен те манса каймаççӗ

Тутарстанран хăй ирӗкӗпе Украинăри, ДНРти тата ЛНРти ятарлă операцине хутшăннă вăхăтра пуçне хунă доброволецсен çемйисене республика 2 миллион тенкӗ тӳлесе пулăшать. Çакăн çинчен калакан указа Рустам Минниханов алă пусса çирӗплетнӗ

Маларах çакнашкал тӳлев Украинăри çапăçусенче вилнӗ росгвардеецсен çемйисене кăна парăннă. Вăл тӳлевсене Тутарстан Президенчӗн 2022 çулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче тухнă указ тăрăх памалла тунăччӗ.

Маларах Раççей Президенчӗ Владимир Путин Украинăра ятарлă çар операцине пурнăçланă вăхăтра пуçӗсене хунă салтаксен çемйисенчи кашни çынна законпа пăхăннă страхлав суммипе тата пӗр хутчен парăнакан пособипе тивӗçтересси çинчен пӗлтернӗччӗ. Ку вăл 7,421 млн тенкӗ пулать. Çавăн пекех пуçне хунă салтакăн çемйинчи кашни çын пуçне уйăхсерен парăнакан укçа компенсацийӗ пăхăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев