Ятарлă хаçатсем халăх уявӗсене илемлетӗç
Аксура иртекен «Уявра» Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачӗ те паллă вырăн йышăнӗ. Ăна 5 уйăха çырăнма май пулать. Çырăнакансене парнесем кӗтеççӗ.
Тутарстанри тӗп хаçатсем «Республика Татарстан» тата «Ватаным Татарстан» Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче кашни халăхăн уявӗ тӗлне ятарлă хаçат страницисем хатӗрлеççӗ. Вӗсен пӗр çурри халăх чӗлхипе пулать, тепӗр çурри вырăсла е тутарла. Çак хаçатсене пысăк тиражсемпе пичетлесе кăларса «Семыкра» «Гырон Быдтонра», «Балтайра» тӳлевсӗрех валеçӗç.
Ятарлă серири пӗрремӗш хаçатсем ӗнтӗ пичетленсе тухнă та. Вӗсене мари халăхӗн «Семык» уявне халалланă. Çак хаçатсемпе «Татар-информ» агентствора иртнӗ пресс-конференцире ТР Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов паллаштарчӗ.
Редакцисенче «Уяв» валли те ятарлă старницăсем хатӗрленеççӗ. Вӗсенче журналистсем чăвашсен йăлисем çинчен каласа парӗç, паллă çынсемпе интервьюсем пичетлӗç. Унсăр пуçне Аксура иртекен «Уявра» Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачӗ те паллă вырăн йышăнӗ. Ăна 5 уйăха çырăнма май пулать. Çырăнакансем хушшинче тӳрех парнесем вылянтараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев