Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йӗлмелсем – теннис турнирӗн призерӗсем

Апрелӗн 6-10-мӗшӗсенче Хусанти Бокс тата сӗтел ҫи теннисӗн центрӗнче Тутарстан Республикин чемпионачӗ иртет

                                                                      Ҫулсерен Ҫӗпрел районӗнчи Саплӑкра  сӗтел ҫи теннисӗпе район турнирӗ иртет. Ӑна Валерий Юдин усламҫӑна асӑнса ирттереҫҫӗ.

Иртнӗ шӑматкун турнир 16-мӗш хут иртрӗ. Ӑна Валерипе пӗртӑван Борис Юдин йӗркелеме пулӑшать, вӑл Саплӑкри вӑтам шкулта физвоспитани учителӗ пулса ӗҫлет. Ҫӗнӗ Йӗлмел ял хутлӑхӗпе шкултан ҫав ӑмӑртӑва 6 ҫын хутшӑнчӗҫ:

ОБЖ вӗрентекенӗ Петр Рафиков, учитель-песионер Геннадий Карсаков, теннис юратакан ял ҫамрӑкӗсен представителӗ Илья Карсаков тата виҫӗ шкул ачи.

50 ҫултан иртнӗ арҫынсен хушшинчи ҫул категорийӗнче Пётр Рафиков иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ, Геннадий Карсаков – виҫҫӗмӗш. Ял ҫамрӑкӗсен хушшинче Илья Карсаков мала тухрӗ. 

Турнира хутшӑнакансемпе ҫӗнтерекенсене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ.

Эпир те спортсменсене ҫирӗп сывлӑхпа ӑнӑҫу сунатпӑр.

 Апрелӗн 6-10-мӗшӗсенче Хусанти Бокс тата сӗтел ҫи теннисӗн центрӗнче Тутарстан Республикин чемпионачӗ иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев