Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ылтăн ал ăстисен шкулӗ 60 çулта

Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» ТР Наци ӳнер галерейинче «Хусан халăх ӳнер промыслисен техникумӗ» Патшалăх автономиллӗ професси вӗрентӳ учрежденийӗ 60 çул тултарнă тӗле «Йăласене упраса пуласлăх ăсталатпăр» курав ӗçлеме пуçлать.

Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» ТР Наци ӳнер галерейинче «Хусан халăх ӳнер промыслисен техникумӗ» Патшалăх автономиллӗ професси вӗрентӳ учрежденийӗ 60 çул тултарнă тӗле «Йăласене упраса пуласлăх ăсталатпăр» курав ӗçлеме пуçлать.

Халăх ӳнер промыслисен техникумӗ – декоративлă-прикладной искусствăн тӗсӗсене вӗрентессипе республикăри чи вăйлă вӗренӳ заведенийӗ. Октябрӗн 20-мӗшӗнче «Хазинэре» 16.00 сехетре уçăлакан куравӗн экспозицийӗ 100 ытла экспонатран тăрать. Вăл ноябрӗн 19-мӗшчен ӗçлӗ.

Паян техникумăн ача-пăчапа çамрăксене халăх ӳнер промыслине вӗрентессипе Атăлçи регионӗнчи чи малта пыракан вӗреенӳ заведенийӗн статусӗ пур. Вăл алă ӗçне хăнăхăтарать, юратма вӗрентет çеç мар, ӳнер промыслине упрама, аталантарма алăпа тытса пăхма пултаракакн культурăна çӗнӗрен чӗртсе тăратма хавхалантарать. Чăннипе куçа курăнакан ӗçсем тăвать ку енӗпе. Ун пирки историпе культура еткрçи тесен тӗрӗсех пулӗ. 2010 çултанпа техникума Раушания Киямутдиновна Саубанова ертсе пырать. Вăл педагогика наукисен кандидачӗ, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ.

Техникумра пулас ювелирсем, тӗрӗçсем, тум енӗпе ӗçлекен ӳнерçӗсем, çӗвӗçсем, йывăçран, сăранран, керамикăран илемлӗ произведенисем хатӗрлекен ăстасем вӗренеççӗ. Çакăнтан вӗренсе тухнисенчен чылайăшӗ Хусан патшалăх культура институтӗнче аслă пӗлӳ илет.

Юбилейӗн куравне пыракансем вӗренекенсен ӗçӗсемпе те, вӗрентекенсен произведенийӗсемпе те паллашӗç.

Сăнӳкерчӗк «Хазинэ» галерейăн пресс-службинчен.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование