Сувар

ЫЛТĂН УРТА ВĂХĂТӖНЧЕ ЧĂВАШСЕМ ПУЛМАН-ШИ?

Анчах çак сăмахсене урăх чӗлхепе каласан, мӗн пирки сăмах пынине чăваш ăнланать. Пине çити шутланине итлесе тăрсан, çак халăхсем пӗр чӗлхепех шутлаççӗ теме те пулать.

Реклама

Чăвашсен мăн аслашшӗсем малтан Китайра пурăннă. Мăн тӗрӗксем пирки историре пирӗн эрăччен 1766 – 1123 çул маларах асăнни пур.  Тӗрлӗ вăрçăра вӗсене XII-X ӗмӗрсенче (пирӗн эрăччен) майпен-майпен ытти йăхсем Çурçӗрелле чышса кăлараççӗ. Анчах та, чăваш чӗлхинче китайсеннипе пӗрешкел сăмахсем нумай.  Танлаштарма: çын – жэнь, шыв – шуй, тусан – тужан, чăнлăх – чжэньли, япăх – япак, ту – тьоу, çӗнӗ – синьды, çу – су, сухан – суань, чун – чуе, тӗнче – тяньсья.
Хунсем (вӗсем тӗрӗк чӗлхипе калаçнă) Китайран тухсан хальхи Монголи çӗрӗсенче пурăнма пуçлаççӗ. Кунта çӗршӗн тӗрлӗ йăхсем вилмеллех çапăçаççӗ. Виç çӗр çул пыракан  вăрçăра хунсем çӗнтереççӗ. Хунсенчен сыхланас тесе китай йăхӗсем III ӗмӗрте (пирӗн эрăччен) Аслă Китай стенине тăваççӗ. Хун халăхӗ хушшинче хăйсен йăхӗпе  чăвашсен мăн аслашшӗсем те пулнă.  Монголсем те тӗрӗк халăхӗсен шутне кӗреççӗ.  Чăваш чӗлхинче монгол сăмахӗсемпе пӗр пӗлтерӗшлӗ сăмахсем нумай: урпа – арбай, пăрçа – бурцаг, пăтă – будаа, пыл – бал, мул – мал,  паттăр – баатар, пуян – баян, нăхта – нокта, ӗне – ӳне, путене – бӳтне, тимӗр – темӳр. Кунта уйрăм палăртмалла – хальхи тутар чӗлхинче монгол сăмахӗсем тата нумайрах. Ку, паллах,  монголсемпе авалхи чăваш йăхӗсем пӗр патшалăхра – хунсен пӗрлешӗвӗнче, кӳршӗллӗ пурăннине палăртать. Пирӗн эрăччен III ӗмӗрте хунсен пӗрлешӗвӗ хавшать.
Каярах Амударьяпа Сырдарья хушшинчи çӗрсем, Тянь-Шань патӗнчи çӗрсем, Енисейпе Алтай хушшинчи çӗрсем, çичӗ çырма хушшинчи çӗрсем хунсен пӗрлешӗвне кӗреççӗ. Анчах та пирӗн эрăчченхи 124-121 çулсенче хальхи ӗмӗрччен хунсене Китай çарӗ çӗмӗрсе тăкать.
Пирӗн эрăччен 58-31 çулсенче хунсем хăйсен хушшинче пыракан хирӗçӗве пула икке – хӗвелтухăçри тата хӗвеланăçри çӗрсем – пайланаççӗ. Хӗвелтухăçри хунсем Китая пăхăнаççӗ. Китай пусмăрланине чăтаймасăр пăлхав çӗклеççӗ. Çӗнтерсе вăй илеççӗ. 37 çулта Китай çине тапăнаççӗ. Анчах тӗрлӗ чир эпидемийӗпе выçлăх вӗсене чутах пӗтерсе пăрахмасть, татах Китая пăхăнма тӳр килет вӗсен. 90 çулсенче хунсен пӗтӗмӗшле йышӗ 237 пин çын пулнă.
Хунсене сяньбин ятлă халăх пусмăрлама пуçлать. 141-181 çулсенче хунсем хӗвеланăç еннелле куçма пуçлаççӗ. Çак вăхăтра хунсен хушшинчи савирсен йăхне асăна пуçлаççӗ. Савирсем – суварсен мăн аслашшӗсем. «Савир» сăмахран «Сибирь» сăмах пуçланса каять. Савирсем Çӗпӗрте пурăннă, V ӗмӗрте Çурçӗр Кавказа куçнă.
Чăваш, узбек, туркмен, кăркăс, пушкăрт, каракалпак, алтай-тӗрӗк халăхӗсен чӗлхинче пӗрешкел сăмахсем питӗ нумай – çăкăр, тӗве, ӗне, тына, сурăх, кашкăр,  йытă, ашак, тиха, ут, ăйăр, куç, çурт, кил, тӳшек, мунча, сенӗк тата ытти сăмахсем. Вӗсем кăштах улшăннă. Анчах çак  сăмахсене урăх чӗлхепе каласан, мӗн пирки сăмах пынине чăваш ăнланать. Пине çити шутланине итлесе тăрсан, çак халăхсем пӗр чӗлхепех шутлаççӗ теме те пулать.
II ӗмӗртен пуçласа VIII ӗмӗрччен пăлхарсем, суварсем, берсилсем, себендерсем Çурçӗр Кавказра пурăнма пуçлаççӗ. Арменире чуваш облаçӗ те пулнă.
375 çулта хунсен пӗрлешӗвне кӗрекен йăхсем Каспи тинӗсӗ хӗрринчен хӗвеланăç еннелле куçа пуçлаççӗ. Вӗсем готсене хăйсен çӗрӗсенчен хӗссе кăлара пуçлаççӗ. Ют халăх пусмăрне юлса никамăн та вилес килмест. Готсем куçса кӳршӗ халăхсене хӗссе кăлараççӗ. Вырăссем «эффект домино» теççӗ çакăн пеккине. Çапла халăхсен Аслă куçăвӗ (Великое переселение народов) пуçланать.  
Хунсен федерацине пăлхарсем, савирсем, сармат йăхӗсем, алансем те кӗреççӗ. IV ӗмӗрте хунсем Рим империйӗн чиккине, 400 çулта Константинополь патне çитеççӗ. 404 çулта хунсемпе Византи империйӗ килӗшӳ тăвать.
Фракире Рим императорӗ Феодосий хунсене çӗмӗрсе тăкать. Нумай  хун чурана лекет. V ӗмӗрте пӗрлешӗвӗ саланать.
Паннонире IV ӗмӗрте хунсем татах пӗрле чăмăртанаççӗ. 433 çулта вӗсен ертӳçи Атилла пулать. Хăшӗсем Атăла Атиллăн ятне панă теççӗ.
442-448 çулсенче Атилла Рим çарӗсене çӗмӗрсе тăкать. Ун патне римсем килӗшӳ тума килеççӗ. Хунсем Рим чурасене ямасăр килӗшӳ тума килӗшмест.
448 çулта Атилла çарӗ Хӗвеланăç Европа çине тапăнать. Çак çарта пăлхарсем те нумай пулаççӗ. 451  çулта вӗсем Галлие çитеççӗ. Мец, Страсбург, Шпейер, Вормс, Майнц, Безонтион хулисене çӗнтереççӗ. Орлеан хулине вара илеймеççӗ. Иккӗмӗш наступленире, Каталони хирӗнче вӗсене хăйсене çӗмӗрсе тăкаççӗ. Хунсен каялла çаврăнма тивет. Атиллăн Галлие иккӗмӗш хут тапăнăвӗ те ăнăçсăр вӗçленет.
453 çулта Атилла кӗтмен çӗртен вилет. Пӗрлешӗвӗ çакăн хыççăн саланса каять. Хунсем вара каялла Хура тинӗс хӗррине таврăнаççӗ.
V ӗмӗрте Азов тинӗсӗ хӗрринче тӗрлӗ йăхсем пӗрлешӳ тăваççӗ. Пуçӗнче пăлхар йăхӗ тӗпре пулать. Болгаринче çапла çырнă чул сыхланса юлнă: «...kimis aш kimis уша баdyk abiska tyлnipa iч» (кумăшка хуппине уç. Пысăк ывăсне тултарса ӗç).  Ку болгарсен чӗлхипе чăваш чӗлхи тăванла пулнине çирӗплетет. Чăвашсен «кумăшка» сăмахӗ вара «кумыс» сăмахран пулса кайнă.
Савирсем Византипе пӗрле перссене хирӗç çапăçнă. Византипе Перси килӗшӳ тусан, перссем 562 çулта савирсене çӗмӗрсе тăкаççӗ. 568 çулта хăйсене аварсем аркатаççӗ.
Чăваш чӗлхинче – грузинсен чӗлхинчи пек сăмахсем пур: кăвар, çимӗç, сивӗ, чир, кӗпе. Армян чӗлхинчи пек сăмахсем: вӗре, шăрттан,  сăнчăрлас, çӗрӗк, чакак, тӗс, тукмак.
570 çулсенче пăлхарсемпе савирсем Тӗрӗк каганачӗн пусмăрне лекеççӗ. Перссене çӗнтерейменнипе Тӗрӗк каганатне вăйсăрлатаççӗ. Пăлхарсем тӗрӗксене хирӗç пăлхав çӗклеççӗ, анчах  çӗнтереймеççӗ. Каярах пăлхарсен ертӳçи  Кубрат пулать.  Вăл пăлхар йăхӗсене – алансене, кутригурсене, утигурсене, оногурсене, савирсене пӗрлештерет. Тӗрӗк каганатӗнчен ирӗке кăларать. Анчах та 650-668 çулсенче Кубрат вилсен, пăлхар патшалăхӗ шалти хирӗçӗве пула саланать.
«Армян географийӗ» трактатра Кавказра пурăннă 53 халăх хушшинче хазарсене, хунсене, тушисене, басликсене, булхисене тата ыттисене асăннă. Хазарсем 630 çулта Арменире перссен çарне аркатнă, анчах та  çав вăрçăсенче Византипе Иран вăйсăрланнă. Çакă арабсемшӗн лайăх пулнă. 651-654 çулсенче хазарсемпе савирсем арабсене хирӗç вăрçă пуçлаççӗ. Арабсем çӗнтерсе хазар çӗрӗсене кӗрсе каяççӗ. 732-737 çулсенче арабсем хазарсене аркатса тăкаççӗ. Сыхланса юлас тесе хăш-пӗр йăхсем мăсăльман тӗнне йышăнаççӗ. Вӗсен шутӗнче  хальхи тутарсен мăн аслашшӗсем те пулнă.
Савирсем (суварсем), барсилсем, семендерсем, арабсенчен хăтăлас тесе, Атăл хӗррипе çурçӗрелле куçаççӗ. Халь тутар, чăваш пурăнакан çӗре çитеççӗ. Малтан Утка юханшывӗ хӗрринче вырнаçаççӗ, унтан малалла сарăлаççӗ.
X ӗмӗрте тӗрӗк халăхӗсен хушшинче чи тискеррисем пушкăртсем шутланнă. Вӗсем пӗлмен çынсене тӗл пулсан,  пуçне касса хăйсемпе илсе кайнă. Кӗлеткине вӗлернӗ çӗртех пăрахса хăварнă. Пушкăртсем сухалпа çӳремен. Йывăçран арçын семӗкне касса кăларса мăйран çакса çӳренӗ. Вăрçа кайиччен, çула тухиччен пушкăрт çак патака чуптуса пуç çапса кӗл тунă, мӗншӗн тесен çак семӗк  пулнипе çеç çут тӗнчене çуралнă. Пушкăртшăн çак япала Турă вырăнӗнче пулнă.
Пушкăртсен ӗлӗк-авал хӗл, çу, çумăр, çил, йывăç, çын, лаша, шыв, çӗр-каç, кун, вилӗм, çӗр – пурӗ 12 Турă пулнă. Чи аслă Турă чăвашсенни пекех тӳпере вырнаçнă.
Малтан чăвашсемпе тутарсен те пӗр тӗн пулнă тет. Унтан вара тутарсем хăйсен тӗнне пăрахса ют халăх тӗнне йышăннă. Чăвашсем вара хăйсен авалхи тӗнӗпех юлнă, тетчӗç ваттисем.
Пушкăртсен пӗр пайӗ çӗлене, тепри тăрнасене пуç çапать. Пӗррехинче пушкăртсене тăшмансем çӗмӗрсе тăкнă пулнă. Çав вăхăтра тăшман хыçӗнче тăрнасем кăшкăрма пуçлаççӗ. Лешсем хăранипе çапăçу хирӗнчен тараççӗ.  Çавăн хыççăн пушкăртсен тăрнана пуç çапасси йăлара.
Пушкăртсенчен иртсен пăлхар çӗрӗсем пуçланнă. Пăлхар çӗрӗсенче Джарамасан (Çарăмсан), Уран (Урен), Байнах (Майна), Ватыг (Кăвакал), Нийасна, Джавшыв юханшывӗсем юхнă. Джарымсан юханшывӗнчен Джавшыв юханшывне çити икӗ-виçӗ кун çуран утмалла пулнă.
Çынсем юртăсенче пурăннă. Чăвашсен «çурт» сăмахӗ шăпах «юрта» сăмахран тухса кайнă та. Вăл вăхăтра та мăнтăр хырăмлă  çынсем пулнă. Пăлхарсен элтеперӗн (патшин) апатланăвӗ те интереслӗ: малтан ăшаланă аш лартнă, элтепер ăна çӗçӗпе касса çинӗ. Унтан пӗрле сӗтел хушшинче ларакан çынсене пӗрер татăк панă.  Унтан тин  пурин те çиме юранă. Пыл шывӗ ӗçнӗ.
Пăлхарсем хазарсен вассалӗсем пулнă. Хазарсем иудей тӗнӗпе пурăннă. Пăлхарсем вара мăсăльман тӗнӗпе пурăннă. Ун пек пулсан та вӗсем пӗр патшалăхра пурăннă. Тӗн пирки пӗр шухăшлă пулман пулас. Чăвашсен мăн аслашшӗсем хазарсене çывăхрах тăнă ахăр.  Вӗсем мăсăльман тӗнне нихăçан та кӗмен. Чăвашсен мăн аслашшӗсем иудей тӗнне ӗненнӗ пулас.  Чăвашсен «Турă»  сăмахӗ иудейсен «Тора» кӗнеке ятӗнчен пырать. Чăвашсен те, еврейсен те  Мăнкун праçникӗ пӗр кун – юнкун иртет. Мăнкун йăлисем те вӗсен пӗр пек. Паллах, еврейсемпе чăваш йăли-йӗркисене тӗпчесе  танлаштаракансем пулман. Пӗрпеклӗхсем унта та  нумай.
Хазарсем пăлхарсене хăйсен тӗнне кӗртес тесе хистенӗ пулас. Çак хистеврен хăтăлас тесе хăйсем валли союзниксем шыранă. Çак союзниксем хушшинче Багдад халифачӗ пулнă та.
714 çулта арабсен çарӗ Хазар каганачӗ çине тапăнать. 737 çулта вара Хазар патшалăхӗн çарне Дон юханшывӗ хӗрринче арабсем çӗмӗрсе тăкаççӗ. Хазар каганачӗ ислам тӗнне кӗрсе çеç патшалăхне сыхласа хăварать. Хазар каганатӗнчи пăлхар йăхӗсем те мăсăльман тӗнне илеççӗ. Арабсене пăхăнса тăнăран араб сăмахӗсем хазар йăхӗсен чӗлхине кӗреççех. Чăваш чӗлхине 100 ытла араб сăмахӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче: авал, айăп, айван, асамçă, асап, вăхăт, ӗмӗр, калăп, лайăх, масар, мӗскӗн, мул, мыскара, халăх, хыпар, салам тата ыттисем.
Тепӗр хазар-пăлхар йăхӗ – чăвашсен мăн аслашшӗсем – арабсем тытса пыракан ислам тӗнне йышăнмаççӗ; авалхи тӗне улăштармаççӗ. Арабсен пусмăрне чăтаймасăр Атăл хӗррипе хăпарса хăйсен тӗнне сыхласа хăвараççӗ. Чăваш халапӗ тăрăх, вӗсем Кавказ тăвӗнчен, Асамат-тимӗрçӗ тунă кӗперпе Атăл хӗрне куçса каяççӗ. Асамат кӗперӗ, авалхи халапа асăнтарса, аслатиллӗ çумăр хыççăн тӳпене тухать.
Тепӗр пăлхар, ислам тӗнне кӗнӗ йăхӗ те чăвашсем хыççăн тăшмансенчен тарса Вăтам Атăл хӗррине куçса килет. Çак йăхăн ислам тӗнӗ 922 çулта патшалăх тӗнӗ пулса тăрать.
Пăлхарсемшӗн йытă улани тыр-пул лайăх пулассине пӗлтернӗ.  Пăлхарсен çӗрӗнче питӗ нумай çӗлен пулнă. Вăрмансенче питӗ нумай катăркас ӳснӗ. Шӗшкӗлӗхсем кашланă. Пăлхарсем хурăн шывне юхтарса ӗçме юратнă.
Пăлхарсем вир кӗрпипе лаша ашне пӗçерсе çиме юратнă. Вире кашни хăйне валли хăй акса ӳстернӗ. Пăлхар патши валли килӗрен пӗрер кăш (соболь) тирне панă. Патшана, çаплах çарсен тапăнса туртса илнӗ пурлăхӗн пӗр пайне памалла пулнă.  Туйра патшана  пӗр алтăр пыл тата тырă панă. Тырра вара пăлхарсем çӗршăтăксенче упранă.  Унта нӳрлӗ пулнипе тырă кăвакарнă.
Ӳсен-тăран, выльăх, услам çу пулманнипе пăлхарсем пулă çăвӗпе усă курнă, пуллине хăйсемех тытнă. Пуянсем аш çинӗ, чухăннисемпе  чуралăхри хӗрарăмсене пӗçернӗ урпа çеç лекнӗ.
Пăлхарсем юртăсенче пурăннă.  Патша юрти чи пысăкки пулнă, унта пин çын та вырнаçма пултарнă. Арçын ачасене  ӳстерме аслашшӗсем илнӗ. Çын вилсен пурлăхӗ ывăлне мар, пиччӗшне  куçнă. Юртăна аçа çапсан вара, унта урăх пурăнман.  Турă çилли çак юртăра тесе ӗненнӗ. Çапла çӗрсе пӗтичченех тăнă çак юрта. Пăлхарсем çынна ятарласах вӗлерекене çапса пăрахнă. Ăнсăртран вӗлерекенсене тупăка вырттарса икӗ йывăç хушшине çакса хунă. Тупăка виçӗ икерчӗпе пӗр кăкшăм шыв лартнă. Çилпе çумăр, шăрăхпа сивӗ тупăкри çынна вӗлернӗ. Çак тупăк икӗ йывăç хушшинчех çӗрсе пӗтиччен çакăнса тăнă. Пăлхарсен  хушшинче ăслă çын лексен, вӗсем ăна ăслă çын Турра кирлӗ тесе çакса вӗлернӗ.
Хӗçӗсене хывмасăр шăракан пăлхара çаратнă. Хӗçе хывса шăракана вара тивмен. Арçынсемпе хӗрарăмсем пӗрле шыва кӗнӗ. Çав вăхăтра   арçынпа хӗрарăм алхассан, çӗре тăватă юпа шаккаса çапнă. Алхасакансене çав юпасенчен çыхса хурса пуртăпа вакланă. Пайӗсене йывăç çине çакса хăварнă. Вăрăсене те çак шăпах кӗтнӗ.
Вăрманти йывăç хăвăлӗсенче хурт-хăмăр нумай пулнă. Пăлхарсем çав хăвăлсенчи пыла пуçтарнă. Купсасем тӗрӗк çӗрӗсене кайса нумай  сурăхсем сутăн илсе килнӗ.
922 çулта Атăлçи Пăлхарта ислам тӗнӗпе 5 пин çынран тăракан Баранджар йăхӗ кăна пӗр çын юлмиччен ислам тӗнне кӗнӗ пулнă. Хăш-хăш йăхра темиçе çын çеç тӗне кӗнӗ. Вуçех те ислам тӗнне кӗмен йăхсем те пулнă. Хӗллеччӗ шывӗ патӗнче пысăк пасар вырнаçнă. Унта виçӗ кӳлӗ пулнă. Кунтах, хальхипе каласан, пăлхар патшин резиденцийӗ тӗпленнӗ.
Çурçӗр енче гогпа магог халăхӗсем питӗ шултра çынсем те пулнă имӗш, çӳллӗшӗ çеç, хальхипе ултă метра яхăн. Çынсене алăпа чăмăртасах вӗлерме пултарнă. Ачасем  ун çине пăхсан, хăранипе вилме те пултарнă.
Ахмед Ибн-Фадлан çапла çырнă: «Пăлхар патши Хӗлеччӗ вырăнтан Джавшыр юханшыв хӗррине куçать. Кунта вăл  икӗ уйăх  тăрать.  Патша пăлхар йăхӗсене куçса килме хушать. Сувас (сувар) йăхӗ куçма хирӗç пулать. Патша вӗсене хăратма пуçлать. Сувар йăхӗ икке пайланать: эскелсем патша патне каяççӗ. Ислам тӗнне йышăнаççӗ.  Тепӗр пайӗ – сувар йăхӗ, вӗсене Вырыг ертсе пынă, хăйсен автономийӗ пирки пӗлтерет. Пăлхар патши  хăратнă хыççăн вӗсем Джавшыр еннелле çул тытаççӗ. А.Семенов тавра пӗлӳçӗн шучӗпе, Джавшыр вăл – Савруш çырми, теприсем вара  Кӗçӗн Çарăмсан тесе шутлаççӗ. Кунта историксен тавлашăвӗ пуçланать. Пӗрисем çакăнта суварсем ислам тӗне кӗнӗ теççӗ. Çакăн пек версие Тутарстанри писательсен съездӗнче те илтме тӳр килнӗччӗ. Теприсем Вырыг сувас  йăхне Атăл урлă сылтăм енне каçарса илсе каять. Атăлăн сылтăм енӗ сувассен тăван çӗршывӗ пулса тăрать. Мӗнле тавлашсан та, пӗр версие, пирӗн  çакна çирӗплетмелле: сувас халăхӗ (чăвашсем) нихăçан та ислам тӗнне кӗмен, вӗсем хăйсен авалхи тӗнӗпех пурăннă. Хаяр  Иван патша Хусан  ханствине çӗмӗрсен çеç чăвашсем православи тӗнне кӗре пуçланă.  Каярах ислам тӗнне куçакансем те пулнă. Анчах  та паянхи  кунччен те,  мӗн авалтан пыракан чăваш тӗнӗпе  пурăнакан  çынсем халь те  нумай.  Чăн чăвашсем пирӗн тăрăхра  Элмет районӗнчи Патраклăра, Çармсан районӗнчи Кивӗ Шешкелте, Çӗнӗ Шушелте, Ухинкелте, Çӗнӗ Йӗлмелӗре тата ытти ялсенче те пур.
Пăлхар патшалăхӗнчи юханшывсенче носорог евӗрлӗ чӗрчунсем те пулнă теççӗ.  Пăлхарсем вӗсене йывăçсем çинчен шӗмпӗл сăннисемпе персе вӗлерсе пӗтернӗ.  Мăйракисенчен савăт-сапа ăсталанă.
1236 çулта  монголсем  çуллапа кӗркуннеччен Пăлхар, Пӳлер, Сувар,  Кернек, Жукотин хулисене çӗмӗрсе тăкаççӗ. Пурлăха  çаратаççӗ, ватти-вӗттине пӗр шеллемесӗр вӗлерсе пӗтереççӗ. Тыткăна çамрăк хӗрсене кăна  илсе кайнă. Мӗн чухлӗ  ун чухне  пăлхар вилнине  никам та пӗлмест. Хăшӗсем çеç вăрмансенче пытанса тăрса юлнă. Çак вăхăтра пăлхарсем хăйсен укçа-кӗмӗлне çӗр айне чавса пытараççӗ. Хăйсем вилнипе мулне каялла илме килеймен пулас. Çав мулсене тӗпчевçӗсем паянхи кунччен тупаççӗ.
Пăлхар çӗрӗсем Ылтăн Урта аллине куçаççӗ. 1380 çулта  Куликово хирӗнче Дмитрий Иванович  кнеç Тохтамыш çарне аркатать. Анчах та  тутар-монголсем вăйлă-ха, вырăссене хăш вăхăтра та çӗмӗрсе тăкма  пултарать. Анчах ман шутпа, вырăссен  патшалăхне йӗркелесе яраканни Дмитрий Донской мар, хăй те кун çинчен чухламан Тамерлан.  Ылтăн  Уртан Тохтамыш  ертсе пыракан çарне тӗпӗ-йӗрӗпе  çӗмӗрсе тăкаканӗ шăпах Тамерлан.
Тамерлан 1395  çулта  Сарай  хулине  аркатать. Атăл çинчи хуласене – Пăлхар, Пӳлер, Жикотин хулисене «виçӗ кун» хушшинче çӗрпе тан тăвать. Çак хуласем историрен çухалаççӗ, каярах çынсем çак хуласем ăçта вырнаçнине манаççӗ. Тамерлан Бичур-ханпа 12 визирӗн пуçне касать.  36 ăсчах çакса вӗлерет, хӗрсене чура туса Вăтам Азие илсе каять, каялла тăварăнакан пулман.  Арçынсене вӗлерет. Сывă юлнă пăлхар çыннисене  тӗнче тăрăх салатать, Атăл тăрăхӗнчен хуса ярать, кунта пурăнма хушмасть. Пăлхар халăхӗ пӗтет. Пăлхар халăхӗнчен  сувас йăхӗ çеç сыхланса юлать. Тепӗр пăлхар-тӗрӗк йăхӗ тăванла кыпчак йăхӗпе пӗрлешсе тутар  халăхне  пуçласа яраççӗ. Вӗсем сыхланса юлаççӗ.
 Çак «пуш хире» XVII – XVIII ӗмӗрте пурăнма куçса килекенсем, пушă ялсене курсан, çыннисем ăçта çухалнă-ши тесе тӗлӗннӗ. Ялӗсем пулнă, ялӗсенче çыннисем пулман.
Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗ патӗнчен инçех мар, хальхи Карамыш ялӗ патӗнче, «Кирлӗ мар» ятлă вырăн пур. Çав вырăнта пысăк чула çурмалла каснă, юн юхтăр тесе. Çавăнтах пуç хумалăх путăк. Мӗн чухлӗ тыткăна лекнӗ пăлхар пуçне каснă-ши кунта?  Камсем пулнă-ши çав пуç касакансем, монголсем е  Тамерлан салтакӗсем? Паянхи кунччен юнпа сăрланă чул çавăнтах ларать.
Камсем вӗсем  пăлхарсем – чăвашсем-ши, тутарсем-ши тесе тавлашаççӗ историксем.  Ман шутпа,  пăлхар халăхӗ пӗтнӗ халăх. Тутарсемпе чăвашсем тăван чӗлхеллӗ пăлхар халăхӗн  ванчăкӗсем çеç  – сыхланса юлнă икӗ йăхӗ.
Эпӗ çичӗ çул  тутар ялӗнчи шкулта вӗрентӗм. Тутар чӗлхипе калаçмасан та питӗ лайăх  ăнланатăп.  Çавăнпа эпӗ тутарпа чăваш чӗлхисем, тӗрӗк чӗлхисем, тăванла чӗлхесем тетӗп.  Чӗлхери  сăмахсен çурри ылтарахăшӗн тымарӗсем пӗр пек, аффиксӗсем çеç урăхла. Чăваш чӗлхинчи пӗрремӗш сăпатри глаголсем «пӗр» аффикспа вӗçленсен, тутарла – «бăз». Атте – эти, аппа- апа, тăван – туган, пуçан- бажа, юлташ-юлташ, пур-бар тата ытти те.
 Тутар-монголсен Ылтăн Уртинче, уйрăмах Хусан ханствинче, тутар халăхӗ тӗп халăхӗ пулнă. Чăвашсем вара çав вăхăтра Ылтăн Уртара пулман-и вара? Малтан  монголсенчен вăрмансене тарса пытаннă.  Анчах 200 çул вăрманта пытанса пурăнаймăн, вӗсен ирӗксӗрех Урта законӗсене пăхăнма тӳр килнӗ. Сывă юлнă чăвашсен монгол-тутарсен патшалăхӗн  йăли-йӗркипе пурăнма тӳр килнӗ. Вӗсен çарӗсенче тăрса вырăссен çӗрӗсем çине вăрçăпа тапăнма та тӳр килнӗ пуль тесе шутлатăп. 1920 çулти май уйăхӗн 27-мӗшӗччен  Чăваш Ен Хусан кӗпӗрнинче пулнă. Пирӗн  тăрăхри чăвашсем Самар кӗпӗрнине кӗнӗ. 1920 çулта вара  Пӗкӗлме уесне Самарăран Тутарстан Республикине панă.
Халăха икӗ тӗрлӗ пӗтерме пулать. Пӗрремӗшӗ – вăрçăпа. Çакăн пек нумай халăх пӗтнӗ. Сăмахран, Ассири патшалăхне аркатсан, халăхӗ те юлман теме юрать.  Халь ассириецсем темиçе ялта кăна. Ыттисене çӗнтернӗ халăхсем вӗлерсе пӗтернӗ, Пăлхар халăхне те çаплах пӗтернӗ. Çак халăхăн пӗчӗк пайӗ, тутарсемпе чăвашсем, кăна темле сыхланса юлнă. Ытти пăлхар йăхӗсене монголсемпе  Тамерлан çарӗсем  вӗлерсе пӗтернӗ.  Пӗтнӗ çак халăх, историре çухалнă.  Тутарсем, чăвашсем пур, атăлçи пăлхар халăхӗ вара историре сыхланса юлайман.  Ку факт!

Евгений ИЛЮХИН.
Çарăмсан районӗ,
Кивӗ Шешкел ялӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: