Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Ҫын вӗлерекен пулса ан тӑрӑр": Ҫырчаллинчи реаниматолог "хӗрлӗ" зонӑра видео ҫыртарнӑ

Соловьева сӑмахӗсемпе, вирусӑн ҫӗнӗ штаммӗсем хаяртарах, вӗсем этемӗн ҫан-ҫурӑмне ытларах сиен кӳреҫҫӗ. Прививка туманнисем вакцинаци тутарнисенчен хытӑрах асапланаҫҫӗ, вӗсен сывӑ юлас шанӑҫ питӗ пӗчӗк.

Aвтохулари 5-мӗш больницара реаниматолог пулса ӗҫлекен Галина Соловьева Covid-госпиталӗн "хӗплӗ" зонинчен тухмасӑр ӗҫлет. Вӑл коронавирусран вакцинаци тумасӑр ҫӳрекенсем ҫын вӗлерекенсем пулма пултарни ҫинчен каланӑ.

"Ҫак, реанимаци уйрӑмӗн алӑкӗ хыҫӗнче нумай чирлӗ ҫын выртать. Вӗсем коронавирус инфекцийӗпе кӗрешеҫҫӗ. Питӗ вӑйлӑ тертпе вӗсене ҫӑлса хӑваратпӑр, анчах хӑш чух чир те ҫӗнтерет», – тесе палӑртнӑ хӑйӗн видеоҫырӑвӗнче врач.

Соловьева сӑмахӗсемпе, вирусӑн ҫӗнӗ штаммӗсем хаяртарах, вӗсем этемӗн ҫан-ҫурӑмне ытларах сиен кӳреҫҫӗ. Прививка туманнисем вакцинаци тутарнисенчен хытӑрах асапланаҫҫӗ, вӗсен сывӑ юлас шанӑҫ питӗ пӗчӗк. Ҫавӑнпа та кашни ҫын суйлав умӗнче тӑрать: хӑйшӗн тата таврари ҫынсемшӗн хӑрушлӑх пулса тӑрас е сыхланса ҫынсене те сыхлас.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев