Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫ ҫыннине ӗлӗк тивӗҫлипе хисепленӗ

Вӑхӑтӗнче пирӗн заводра темиҫе пин ҫынран 700-шӗ генеральнӑй директортан нумайрах ӗҫлесе илетчӗ. Халӗ кун пекки пулма пултараймасть

 

Граждансен ӗҫне хисеплесси пирки Конституцине кӗртнӗ тӳрлетӳ рабочисен шалӑвне директорсенни патне ҫитермешкӗн стимул пулса тӑрать. Ҫак шухӑша журналистсене Суту-илӳпе промышленноҫ палатин правленийӗн председателӗ
Шамиль Агеев каланӑ.
"Мӗнпур япала ӗҫ ҫинче тытӑнса тӑрать. Пирӗн патра ӗҫпе квалификацие юлашки вӑхӑтра кӗтессе хӗссе хунӑччӗ. Халӗ ӗҫ ҫынни лайӑх ӗҫлесе илмелли ҫинчен калакан тӳрлетӳ кӗртӗнет. Вӑхӑтӗнче пирӗн заводра темиҫе пин ҫынран 700-шӗ генеральнӑй директортан нумайрах ӗҫлесе илетчӗ. Халӗ кун пекки пулма пултараймасть", – ӑнлантарнӑ вӑл.
Агеев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Конституцири тӳрлетӳсем пирки лайӑх тесе шутлать, анчах кирек хӑш улшӑну хыҫҫӑн та палӑртнине пурнӑҫа кӗртме ӗҫ тумалла.
Ҫапла, Раҫҫейӗн Тӗп саккунне кӗртекен тӳрлетӳ граждансен ӗҫне хисеплемелли пирки калать. Унсӑр пуҫне патшалӑх ҫыннӑн шалӑвӗ пурнӑҫ минимумран пӗчӗкрех пулмассине гарантилет.
"Ӗҫ укҫине ӗҫлесе илмелле, ҫавӑнпа та квалификаци пултӑр тесен, вӗренмелле. Ӗҫ вырӑнӗ те кирлипе тивӗҫтерӗнмелле. Ӗҫе зарплата илме кӑна килмелле мар, результат та пулмалла", –  тесе шутлать Агеев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев