Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йӗпе çанталăк марисен уявне кансӗрленӗ

Шăматкун Тутарстанри Агрыз районӗнчи Кадряково ялӗнче мари культурин «Семык» уявӗ иртнӗ. Анлă мероприяти марисене Тутарстанран тата Раççейри регионсенчен пуçтарнă. Пирӗн республикăра марисем Агрыз, Актаныш, Арск, Балтаси, Елабуга, Кукмор, Менделеевски, Мензелиск, тата ытти районсенче  йышлă пурăнаççӗ.

Çавăн пекех хăнасем Удмуртирен, Пушкăртстанран, Киров, Свердловск облаçӗсенчен килнӗ.

Иртен пуçласа 15.00 сехетчен пынă çумăр хăш-пӗрисене уявăн мӗн пур планӗсене пăснă пек туйăннă. Йӗпе çанталăкшăн район пуçлăхӗ Азат Валеев çеç савăннă пулмалла – тыр-пул лайăх пулать.

Пысăк хăнасен хушшинче ТР премьер-министрӗн çумӗ Роман Шайхутдинов, ТР Президенчӗн Аппарачӗн Наци политикине пурнăçа кӗртес управленин начальникӗ Данил Мустафин, ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳ, культура, наука тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитетăн председателӗ Айрат Зарипов, Тутарстан халăхӗсен ассамблеин ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, Тутарстанри Халăхсен Туслăхӗн Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов тата ыттисем пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев