Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

"Ҫӗнтереймесен хӗнесе яратпӑр"

Тетчӗҫ ӗлӗк чӑваш ялӗсенче футбол турнирӗсене хатӗрленӗ май. Халь ун пек йӑла ҫук.

 

Ҫимӗк умӗн Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара аслисем хушшинче футбол турнирӗ иртнӗ. Унта Пӑвари футбол ветеранӗсен команди те хутшӑннӑ. 40-рен иртнисем пит асӑрханса выляҫҫӗ, кунта хӑвӑртлӑхран ытларах техника хакланать. Ҫавӑнпа вӗсем вылянине курма интереслӗ те. 

Хуҫасемсӗр пуҫне ветерансен турнирне тата Рункӑ, Мӑкӑр, Янтиково командисем хутшӑннӑ. Пӑвасен командинче кипеккассисем те пур, вӗсен хушшинче нумай гол кӗтекен районти ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин та. Лаш Таяпасене те ятлӑ спортсменсем тӗрев параҫҫӗ: правилосӑр ҫапӑҫупа Тӗнче чемпионӗ Геннадий Дмитриев, панкратион енӗпе Мускав облаҫӗн чемпионӗ Олег Захаров тата ыттисем. 

 Ҫӗнтереймесен хӗнесе яратпӑр", - тетчӗҫ ӗлӗк чӑваш ялӗсенче футбол турнирӗсене хатӗрленӗ май. Халь ун пек йӑла ҫук. Футболистсем пӗр-пӗрне ҫамрӑкран пӗлеҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Ҫавӑнпа асӑрханса, тӗрткелешмесӗр выляни те хӑш чух ватӑсен ташшине аса илтерет. 

 Ҫулсем вӗсене хӗрхенмеҫҫӗ пулин те, футбола юратакансем кашни ҫул юлташла тӗлпулусене хутшӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ветерансем Рункӑра тӗлпулнӑччӗ. 

Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ытла никам та хӑваламасан та, ӑмӑрту тутине манман-ха аслисем. Турнирӑн ылтӑн медалӗсене пӑвасем ҫӗнсе илнӗ. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев