Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыр ҫынсем: пӗр ҫемьерен виҫӗ командир

Чӑваш Саркамăш ялӗнче çуралса ӳснӗ пӗртăвансем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче тăшманпа вирлӗн кӗрешнӗ

Тăхăрьял çынни хăш ялтан пулнине тӳрех хушаматпа уйăрса илме пулать. Харпăр ялăн уйрăм, хăйне евӗрлӗ хушаматсем. Çавăнпа «Ирзин» тесе çырнине курсан тӳрех тавçăрса илтӗм, ку çын – тăхăрьялсем! Ирзинсем Тăхăрьяла кӗрекен Чăваш Саркамăш ялӗнче пурăнаççӗ.​ ​ ​ ​

Тăван çӗршыв çине нимӗç фашисчӗсем тапăнсан Ирзинсем вăрçа тухса кайнă, хăйсене шеллемесӗр паттăрлăх кăтартса тăшманпа кӗрешнӗ, нумай наградăна тивӗçнӗ. Пиллӗкӗшӗ хаяр çапăçусенче пуç хунă. Ирзинсенчен пӗрин пирки – Алексей Игнатьевич (1920 – 1971) çинчен – «Мухтав орденне тивӗçнӗ Тăхăрьял салтакӗсем» (Сувар, 19.05.2000) статьяра эпир кӗскен çырнăччӗ ӗнтӗ.
Халӗ вара Алексей Игнатьевичăн иккӗмӗш сыпăкри тăванӗсем çинчен каласа парасшăн.

Ирзинсемпе пирвайхи паллашу 2002 çултах пулчӗ. «Тăхăрьял тăхăмӗ» таврапӗлӳçӗсен ушкăнӗн черетлӗ ларăвне ачасем шкул вулавăшӗнче тупнă М.Ю.Лермонтовăн «Избранные поэмы» (1939 çул) кӗнекине илсе килчӗç. Кӗнеке ăшӗнче Георгий Сергеевич Ирзин çырнă çырăва тупрăмăр. 1984 çулта çырнă çырура вăрçă ветеранӗн çакăн пек сăмахӗсем пур: «Хисеплӗ шкул директорӗ! Сирӗн шкулăн кӗнекине тавăрса паратăп. Ăна манăн шăллăм Александр вулама илнӗ пулнă (кӗнеке ăшӗнче: «Ирзин Александр, акан 24-мӗшӗ, 1942 ç.», – тесе çырни пур. – М.Х.). Анчах та ăна фронта илсе кайнипе вăл кӗнекене шкула каялла илсе çитереймен…​ Пӳркел шкул ачисем те малашне вăрçăра пулнисем çинчен хыпарсем пуçтарасса шанатăп…».
Çыру вӗçӗнче Георгий Сергеевичăн Хусанти адресӗ. Тӗлӗнмелле çыру çырнă тата тӗлӗнмеллерех ӗç тунă ветеран – 42 çултан кӗнекене тавăрса панă. Анчах та çав вăхăтри шкул директорӗн те вăхăчӗ пулман, те сӳрӗклӗхне пула çырăва кирлӗ çынсем патне çитереймен. Ветеран çырăвӗ вун сакăр çул Лермонтов кӗнеки ăшӗнче библиотекăри пӗр кӗтесре выртнă...​ ​
Паллах, таврапӗлӳçӗсем Ирзинсене халалланă тӗлпулу ирттерчӗç, Хусана çыру çырса ячӗç. Анчах та вăхăт питӗ нумай иртнине пула пирӗн çырăва хирӗç нимӗнле хурав та килмерӗ (халӗ интернетра шыраса тупрăм – Георгий Сергеевич XX ӗмӗр вӗçӗнче пурнăçран уйрăлнă пулнă иккен. – М.Х.).
Нумай пулмасть тӗнче тетелӗнче Ирзин командир çинчен çырнă​ тӗлӗнмелле сăнӳкерчӗке курсан тӳрех шутласа илтӗм: паттăр ентешсен шăпине тӗпчессине малалла тăсмаллах.
Сергей Яковлевичпа Ирина Ивановна Ирзинсен виçӗ ывăл та пӗр хӗр пулнă: Георгий, Ирина, Алексей тата Александр. Вӗсен Саркамăшри пӳрчӗн тӗлӗ хальхи Сӗве урлă каçмалли кӗпер çулӗ çинче ларнă.​ ​ ​ ​ ​

Георгий Сергеевич Ирзин (10.04.1914 – 09.07.1996)

Георгий çитӗнсен Хусана кайса вырнаçнă. 1936 çулта унти Молотов районӗн çар комиссариачӗ ăна Хӗрлӗ Çара ăсатнă. Тăванӗсем каланă тăрăх, вăл çартан таврăнсан авланнă. 1940 çулта аслă хӗрӗ Светлана çуралнă. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçине вăл пӗрремӗш кунсенчех кайнă. Хӗвел анăç, Сталинград, Кăнтăр-Хӗвел анăç, III Украина фрончӗсенче пулнă. Çӗнтерӳ кунне I Белорусси фронтӗнче кӗтсе илнӗ. Георгий фронтра аслă лейтенант, 39-мӗш стрелоксен дивизийӗн 27-мӗш уйрăм авторотин техника енӗпе рота командирӗн пулăшуçи пулнă. «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «Хăюлăхшăн», «Мускава хӳтӗленӗшӗн», «Берлина илнӗшӗн», «1941 – 1945 çулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» медальсемпе II степеньлӗ «Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи» ордена тивӗçнӗ. Сăнӳкерчӗк çинче виçӗ медальне кăна курма пулать. Унта 1945 çулхи утă уйăхӗн 28-мӗшӗ тесе палăртнă. Пирӗн ентеш çак кун тӗлне ытти медалӗсемпе орденне илсе ӗлкӗреймен пулнă-ха.
Халӗ интернет пулăшнипе çирӗплетмелли хутсем питӗ нумай тупма пулать. Эпӗ те Георгий Ирзинăн чыслав хучӗсене шыраса тупрăм. Акă авторота командирӗ Корсун капитан 1943 çулхи çурла уйăхӗн 28-мӗшӗнче çырнă «Хăюлăхшăн» медаль пама сӗннӗ хутри пӗр сыпăк: «…Под личным руководством тов. Ирзина неоднократно организовывался сбор запчастей для ремонта машин. Как-то в июне на правом берегу Донца несмотря на сильные обстрелы и бомбежки с воздуха им удалось набрать необходимые запасные части. Так же по его инициативе в ремонтной летучке была организована заливка и расточка коренных и шатунных подшипников и блока цилиндров. Тем самым он вывел автороту из критического положения по ремонту двигателей…» ​
Çак йӗркесене вуланă май тӳрех Коновалов танкист çинчен ӳкернӗ «Несокрушимый» фильмри самантсем куç умне тухса тăчӗç. Халичченхи кинофильмсенче вăрçăра усă курмалли техникăна юсанине питӗ сайра кăтартнă, ытларах сирпӗтеççӗ те çӗмӗреççӗ. Ку тӗрӗс те ӗнтӗ. Куракансене çапăçу саманчӗсем кирлӗ. Анчах та пурнăçра заправкăсем те, юсав мастерскойӗсем те кирлӗ пулнă. Вӗсемсӗр пӗр танк та, полуторка та вырăнтан тапранайман. Константин Максимов кинорежиссер танк юсамалли «летучкăсемпе» çапăçу хирӗсенчи запчастьсене пуçтарнă кадрсене сценарие кӗртнӗ чух Ирзинăн чыслав хутӗнчен çырса илнӗ пекех туйăнать.
Ентешӗмӗре тепӗр «Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи» орден панине çирӗплетекен чыслав хутӗнче халӗ ӗнтӗ вăл гварди капитанӗ, дивизи автослужбин ертӳçи пулни тата хăватлăрах ӗçсем туни палăрать. 1945 çулхи çу уйăхӗн 6-мӗшӗнче дивизи замкомӗ Бычков майор çырнинчен: «За период наступательных операций дивизии от реки Одер и боев за Берлин автопарк гв. капитана Ирзина не уменьшился, а значительно пополнился трофейными машинами более высокого качества. …с 16 апреля по 2 мая захвачены и восстановлены 25 автомашин. В ремонтной летучке дивизии имеется мощный электросварочный агрегат и токарный станок».
Вăрçăра хаяр çапăçусем кăна пулман, унта кунсерен тăрăшса​ ӗçлемелле те пулнă. Çак чăнлăха Г.С.Ирзинпа çыхăннă хутсем çирӗплетеççӗ те. ​
Георгий Сергеевич Хусана 1946 çулта таврăннă. Çемьере тепӗр хӗр Галина çуралнă. Вăл транспорт ӗçченӗсен облсовпрофсоюзӗн ертӳçи пулнă. 1980 çулсенче шăллӗсен вăрçăри шăписене тӗпченӗ, статьясем çырнă.

Алексей Сергеевич Ирзин (1922 – 1945)

Буденнăй районӗн çар комиссариачӗ Алексея 1940 çулхи авăнăн 15-мӗшӗнче салтака илнӗ. Тăшмансемпе вăл Çурçӗр Хӗвел анăç фронтӗнче 1941 çулхи чӳк уйăхӗн 15-мӗшӗнче йывăр аманиччен кӗрешнӗ. Раштав уйăхӗн 12-мӗшӗнче госпитальтен сывалса тухсан Кăнтăр Хӗвел анăç фронтне çакланнă. 1942 çулхи çу уйăхӗн 21-мӗшӗнче вăл каллех аманнă.​ Виççӗмӗш хут аманиччен (10.09.1942) Кăнтăр фронтӗнче фашистсене аркатнă. Хальхинче суранӗсем питӗ йывăр пулнипе ăна госпитальтен тухсан килнех сывалма янă. Георгий тетӗшӗ «Разведчик гвардейской бригады» статьяра (Знамя, 16.04.1985) çырнă тăрăх, Саркамăш каччи колхозра ӗçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах, çар комиссариачӗ хушнипе, ял çамрăкӗсене вăрçа кайма хатӗрленӗ. Сывлăхӗ çирӗпленсенех хăй ирӗкӗпе фронта кайма ыйтса çырнă. Вара ăна хура кӗркунне​ ​ командирсем хатӗрлекен çар училищине янă. 1943 çулхи çу уйăхӗн вӗçӗнче ăна лейтенант званине панă. Çапла Алексей Ирзин Тӗп фронтăн​ 24-мӗш гварди Нежински механизациленӗ бригадин разведчиксен бронетранспортерлă взвочӗн командирӗ пулса тăнă. Тăхăрьял чăвашӗн историри чи хăватлă çапăçура – Курск пӗккинче – пулма тӳрӗ килет. Орел хулине ирӗке кăларнă çӗрте паттăрлăх кăтартнăшăн ентеше Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ панă. 1943 çулхи çурла уйăхӗн 20-мӗшӗнчи чыслав хутӗнче çырнинчен: «23 июля 1943 года тов. Ирзин с группой разведчиков первым ворвались в д.Кулики… уничтожили два пулеметных расчета и 20 солдат противника, раздобыли и доставили ценные документы, чем способствовали быстрому освобождению этой деревни. Пройдя с боями 200 км, первыми подошли к Днепру и форсировали его…».

1944 çулхи чӳк уйăхӗн 28-мӗшӗччен III Белорусси, унтан I Украина фрончӗсенче пулать. 1945 çул пуçламăшӗнче Вислăпа Одер операцийӗ тапранать. Алексей кунта I Украина фрончӗн штабне хураллакан бронетранспортерсен взвочӗн командирӗ пулнă. Кăрлачăн 26-мӗшӗнче вӗсем 400 ытла фашист штаб еннелле пынине кураççӗ. Çамрăк командир икӗ бронетранспортер экипажӗпе тӳрех тăшман çине тапăнать те вӗсен пысăк ушкăнне виçӗ пая уйăрса ярать. Пӗр пайӗпе çапăçăва кӗреççӗ. Хӗрӗх пилӗк нимӗçе тӗп тăваççӗ, 15 фашиста тыткăна илеççӗ. Пулăшма килсе çитнӗ хӗрлӗармеецсем тăшманăн ытти сапаланнă пайӗсене аркатса тăкаççӗ. Хăюллă командира çакăншăн 1945 çулхи нарăсăн 18-мӗшӗнче иккӗмӗш Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗпе наградăлаççӗ.
Тăхăрьял каччи юлашки паттăрлăхне тепӗр уйăхран тăвать. Акă Кулаков разведрота командирӗ çырнă чыслав хутӗнчи (31.03.1945) йӗркесем: «Выполняя боевую задачу в районе д. Лаузен, лейтенант Ирзин лично разведывал передний край обороны, силы и технические средства противника, просачивался в тыл, выявляя огневые точки немцев, вступая в бой с немецкими автоматчиками. В одном из боев с немецкими автоматчиками 23.03.1945 группа лейтенанта Ирзина уничтожила более 25 немецких солдат. В этом бою Ирзин был убит. На боевом счету т. Ирзина – более 100 убитых немецких солдат и офицеров и 25 пленных «языков». За проявленный героизм достоин ордена «Отечественной войны»​ I степени посмертно».​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
Ентешӗмӗрӗн​ тетӗшӗ, Георгий Сергеевич, маларах асăннă статйинче Алешăн вилтăпри çине – Польшăри Опольск воеводствинчи Матцдорф ялне – кайса килнине асăнать. Тата вăл шăллӗн вăрçăра пӗрле пулнă юлташне шыраса тупни çинчен те çырать. Владимир Александрович Клятов, 1945 çулта Алюшăн амăшӗ Ирина Ивановна патне çыру çырса янă пулнă. Çав çыру урлă тупнă та ӗнтӗ ăна Георгий Ирзин. В.Клятов​ Г.Ирзина 1945 çулта бронетранспортер çинче ӳкернӗ разведчиксен сăнӳкерчӗкне панă. Вăрçăра пулнă машина çине шултра саспаллисемпе çапла çырса хунă: «Отомстим за смерть любимого командира гвардии лейтенанта Ирзина».
Владимир Клятов Алеша унăн чи çывăх юлташӗ пулни çинчен каласа панă. Алексей Ирзина разведчиксем чăннипех те сума суни, ăна вӗсем чунтан хисеплени, вилсен питӗ хурланни çинчен пӗлтернӗ. Мана разведчиксем çак броневикпа Çӗнтерӳ кунӗ хыççăн та ярăнса çӳренӗ пек туйăнать. Тимлӗрех пăхсан, ларакансен хушшинче пирӗн салтаксемсӗр пуçне француз тата акăлчан офицерӗсем те пур пек. Разведчиксем союзниксене штаба илсе çитернӗ-тӗр. Сăнӳкерчӗке те ют çӗршыв фотографӗ ӳкерме пултарнă. Çавăнпа та çак сăнӳкерчӗк пӗтӗм тӗнчене сарăлнă. Эпӗ ку сăнӳкерчӗке Ютубри пӗтӗм тӗнчери бронемашинăсен пуххинче куртăм.
Ирзинсен тăванӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Алексей Сергеевичăн Игорь ятлă ывăлӗ пулнă.

Александр Сергеевич Ирзин (1924 – 1944)

Ял Совечӗн вăрçă çулӗсенчи хучӗсенче Саркамăшри Сергей Яковлевич Ирзин килӗнче иккӗн кăна пурăнни курăнать: арăмӗ тата 1924 çулта çуралнă кӗçӗн ывăлӗ Саша. 1942 çулхи авăнăн 13-мӗшӗнче Александр Ирзин та вăрçа тухса кайнă. Çур çул Саранскри ВПУра (военно-пехотное училище) вӗренет (кунта ытларах Вăтам Атăл тăрăхӗнчи çамрăксене пуçтарнă пулнă). Вӗренсе тухсан ăна кӗçӗн лейтенант звани параççӗ те фронта 148-мӗш стрелоксен полкне яраççӗ. Георгий Ирзин хăйӗн кӗçӗн шăллӗ пирки çырнă «Память» ятлă статйинчи (Знамя, 15.12.1983) йӗркесем: «Саша анне патне 1943 çулхи чӳк уйăхӗн 15-мӗшӗнче суранланни, Мускава илсе çитерсе сыватни çинчен çырса пӗлтернӗ. Анчах та хирург снаряд ванчăкне ӳпкинчех хăварма сӗннӗ, çавна пăхмасăр вăл çӗнӗрен фронта кайнă. 1944 çул пуçламăшӗнче шăллăм пулемет взвочӗн командирӗ пулса Витебск патӗнчи тытăçусене хутшăнать. Вăл юлашки çырăвне кăрлачăн 24-мӗшӗнче янă. «Хальлӗхе сывах-ха, малашнехи паллă мар», – тесе пӗлтерет вăл аннене».
Çак самантран пуçласа Сашăран урăх нимӗнле хыпар та пулман.​ Ирзинсем вăрахчен тӗрлӗ çӗре çырусем çырса шыранă. 1980 çулта кăна «Главное управление кадров МО СССР: младший лейтенант Александр Сергеевич Ирзин, командир взвода 148 с.п. 47 с.д. погиб 3 февраля 1944 г.», – тесе пӗлтернӗ. Саркамăш ачине Белоруссинчи Шумилински районӗнчи Дворищӗри тăванла масара пытарнине Георгий Сергеевич каярахпа шыраса тупнă. 1983 çулхи çулла вăл шăллӗн вилтăпри çине кайса,​ ваттисен йăлипе, Саркамăшран илнӗ пӗр ывăç тăпрана хунă. Эпӗ те çав вилтăпри çинче «Ирзин А.С.» тесе çырнине интернетра шыраса тупрăм.
Çакăнпа тӗпчев ӗçне вӗçлемелле пек, анчах та çав интернетах иккӗленӳлӗхсем çуратрӗ. Фронтовиксем çинчен информаци шыратăн пулсан, унпа çыхăннă хыпарсем пурте пӗрле сиксе тухаççӗ. Саркамăшри вăрçă паттăрӗсем пирки те çавнах калама пулать. Акă «Уйрăмах вăрттăн» тесе çаптарнă хутсем: «Приказ главного управления кадров МО СССР​ №0481 от 11 марта 1947 г. Офицерский состав пропавших без вести исключить из списков ВС СССР. По Военкомату ТАССР. №29. Младший лейтенант Ирзин Александр Сергеевич, командир стрелкового взвода 46 отдельн. стрелковой бригады пропал без вести в декабре 1944 г».
Малалла амăшӗн ятне, вăл Хусанта пурăннине, адресне кăтартнă. Георгий ывăлӗ ăна Хусана илсе кайнă пулнă-тăр. Тӳресем пурне те пӗлсе тăнă, анчах та хăйсем мӗн пӗлнине каламан, тăванӗсем вăтăр çул ытла тертленсе шыранă пулин те. Самани çапла пулнă ӗнтӗ, çирӗме çитеймен çамрăк Тăван çӗршывшăн пуç хунине пытарса усрамалла пулнă. Мӗн пирки?.. Ку документра кӗтмен хыпар сиксе тухать: çамрăк офицер 1944 çулхи нарăс уйăхӗнче пурнăçран уйрăлман иккен, вăл çав çулхи раштавра хыпарсăр çухалнă. Интернетри тепӗр сайтра та çакна çирӗплетсе ентешӗмӗр Германире, Висла хӗрринче 1944 çулхи раштавра пуç хунă тесе çырнă. Эпӗ шутланă тăрăх, архивра ӗçлекенсем мӗнпур хута, тӗплӗн пăхмасăр, тӗпчемесӗр, тӗрлӗ сайтсене вырнаçтараççӗ. Хăш документ тӗрӗс, хăшӗ тӗрӗс мар иккенне (вăрçă вăхăтӗнче çырнине пула) хамăрăн тӗплӗн вуласа, пӗтӗмлетӳсем туса шӗкӗлчемелле. Çавна курса Тăхăрьялти Ирзинсен кӗçӗн ывăлӗ Белоруссинче е Германире паттăррăн пуç хунине çирӗп пӗлсе калама çук-ха. Кун пирки малашне те тӗпчев ӗçӗсене илсе пымалла тесе шутлатăп.
Саркамăш – пӗчӗк ял. 1930-мӗш çулсенче унта пӗтӗмпех улăм витнӗ çуртсем кăна пулнă (сăнӳкерчӗкне «Вконтактере» ăнсăртран куртăм).​ Çав ялта çуралса ӳснӗ пӗртăвансем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçинче​ виççӗшӗ те командир пулнă, кун пекки сайра пулать. Манăн тӗпчев ӗçӗ пӗр çемье пирки кăна пулчӗ.​ Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем кашни ялтах​ пулнă. Вӗсен паттăрлăхӗ çинчен пӗлесси – пирӗн тивӗç.

Михаил ХӖВЕТКЕ.
Пăва районӗ,
Пӳркел.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Георгий Ирзин.

Алексей Ирзин.

Александр Ирзин.

«Юратнă командиршăн тавăратпăрах», –тесе çырса хунă разведчиксем бронетранспортер çине.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев