Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă ӗçсен эрни

Апрелӗн 18-мӗшӗнчен майăн 1-мӗшӗччен Тутарстанра «Çуркуннехи ырă эрни» иртет

Апрелӗн 18-мӗшӗнчен майăн 1-мӗшӗччен Тутарстанра «Çуркуннехи ырă эрни» иртет

«Другое дело» онлайн-платформăри ырă ӗçсен марафонӗ патне хутшăнса «Россия — страна возможностей» президент платформи çине тухма чӗнеççӗ.
ВКонтакте сервисра пилӗкшер çынран тăракан команда йӗркелӳçӗсен хушăвӗсене пурнăçлать. Кашни заданишӗн 1 балл параççӗ ушкăна. Вӗсене усăллă бонуспа улăштарма пулать — онлайн-сервиспа йӳнӗрех хакпа усă курасси, кинона е экскурсие билетсем туянасси, техника, пысăк компанисенче е телевиденире стажировка иртесси. 

Тутарстан Республикинче волонтерсен юхăмне аталантарассипе çыхăннă 14 задани хатӗрленӗ йӗркелӳçӗсем. 

— Çӗннине пӗл
— Пӗр-пӗрне экологи çинчен
— Çемье субботникӗ
— Гагарин кулли
— Литература еткерӗ
— Пирӗн вăхăт геройӗсем
— Тăван ен
— Ырă творчество
— Музыка тăхтавӗ
— Спорт — сывлăхшăн шанăç!
— Вӗренни — çутă
— Салтак патне çыру
— Кăпăшка кун
— Тутарстан культури

Тутарстан Республикинчи волонтерсен юхăмӗн пилӗк ертӳçин онлайн-лекцийӗсене программăна кӗртни 2024 çулти «Çуркуннехи ырлăх эрнин» уйрăмлăхӗ. ВКонтакте сервисра «Другое Дело» мини-приложенире çӗнтерӳçӗсене палăртаççӗ, призсемпе наградăлаççӗ.
Акцие ТР Доброволецсен информаципе ресурс центрӗ йӗркеленӗ, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тӗрев панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество