Ырă сăмах итлеме камшăн та кăмăллă, калама пушшех те
Клубпа шкулăн çурт-йӗрӗсем çӗнех мар пулин те, культура вучахӗ сӳнме шутламасть. Çакна алăка уçса кӗрсенех сисетӗн: кунта бильярд та пур, телефонсен музейӗ те.
Беловкăсене «маттурсем эсир» тесе калани сахал. Паянхи куна Аксу районӗнчи чăваш ялӗсен хушшинче тӗрлӗрен мероприятисем ирттерессипе малта пыраканни – Беловка. Çакна кунти кашни мешехене хутшăнакан Аксу районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Роза Чентаева та çирӗплетме пултарать. Март уйăхӗнче йӗлтӗрпе чупассипе республика шайӗнчи ăмăрту ирттереççӗ, апрель уйăхӗнче районти чăваш пикине суйлаççӗ, май уăхӗнче – регионсем шайӗнчи пысăк юбилея ирттерчӗç, палăк лартрӗç, июньте ял уявне паллă тума хатӗрленеççӗ. Çыннисен хастарлăхне, вашаватлăхне, тăрăшулăхне пула мероприятисен шайӗ те ӳснӗçем ӳссе пырать.
Николай Шелепин çуралнă кунӗнче ял хавалне аякран килнӗ çынсем те палăртрӗç. Вӗсенчен пӗри – Алена Алексеева (Селиванова) та. Чӗмпӗте пурăнса тата ӗçлесе çыравçă ятне илтме тивӗçнӗ журналист, çак ялта çуралса ӳснӗскер, ял-йыш хăватне уйрăмах туять: «Пирӗн ялта вăйлă çынсем пурăнаççӗ. Унăн хавалӗ пысăк. Çавăнпа çакăн пек чаплă мероприятисене çӗнтереет те вăл», – терӗ Алена Геннадьевна.
Клубпа шкулăн çурт-йӗрӗсем çӗнех мар пулин те, культура вучахӗ сӳнме шутламасть. Çакна алăка уçса кӗрсенех сисетӗн: кунта бильярд та пур, телефонсен музейӗ те.
Паллах, кашни пулăм, ӗç хыçӗнче уйрăм йыш, çын тăрăшăвӗ тăрать. Клубра ӗçлекенсем те, шкулта тăрăшакансем те – пурте пӗр шухăшлă пулни – лайăх результат тума пулăшать. Бюджетниксене Культура çурчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ икӗ ансамбль пулăшса пыни каламасăрах паллă. Мероприятисене ачасене, çамрăксене явăçтарни те пӗлтерӗшлӗ. Кӗскен каласан, Пысăк маттурсем эсир!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
3 июля 2022 - 11:19Çамрăксем нумайччӗ ялта ун чух... Зиновий Петрович Морозкин пысăк стажлă культура ӗçченӗ. Вăхăтӗнче Чăваш Чакăлтăм клубӗн ертӳçи, район Ӗçтăвкомӗн культура уйрăмӗн инспекторӗ, Аслă Тарханпуç Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçи, Пăхăрçă клубӗн ертӳçи пулнă. «Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчен пуçланă хамăн ӗç çулне, Чакăлтăм клубӗн ертӳçинчех вӗçлерӗм», – шӳтлет вăл хăй кун пирки.11300
-
3 июля 2022 - 10:12Кунта телефонра ларма вăхăт çук Хальхи саманара кашнин аллинче мобильлӗ телефон пур. Çакă пӗр енчен питӗ аван – пур ӗçе те ниçта та каймасăрах татса пама май парать смартфон. Тӗрлӗ ӗç тума пӗрлешнӗ çынсем час кăна Ватсап мессенджерта ушкăн йӗркелеççӗ, кирлӗ ыйтусене сӳтсе яваççӗ. Лагере çӳрекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли те çапла ушкăн уçрăмăр Ватсапра. Кунсерен ачасем мӗнле каннине сăн ӳкерсе çавăнта вырнаçтартăмăр. Ашшӗ-амăшӗсем питӗ кăмăллă пулчӗç, лагерь пуçлăхӗпе воспитательсене нумай тав сăмахӗ каларӗç. Ачасем хăйсем тата еплерех хавасчӗ! Эппин канăва тӗрӗс йӗркеленӗ шкул çумӗнчи лагерьте – ку чи пӗлтерӗшли.10100
-
3 июля 2022 - 09:01Хӗрарăма хисеплемен арçын Таса Турă Амăшне хисепе хуманнине пӗлтерет «Игнатий владыка, хӗрарăм çăтмаха арçын урлă кăна кӗме пултарать тесе калать хăш-пӗри. Нумай пулмасть пӗр ушкăнра кун пирки калаçу çуралчӗ. «Хӗрарăм вăл арçыннине юраймасан, пăхмасан çăтмаха кӗреймест. Арçын урлă выртать çак çул», – татса каларӗ пӗр хисеплӗ çын. Ман шутпа, вăл йăнăшать. Апла пурнăçра – ӗçре, кил хуçалăхра ырăпа палăрсан та, ачи-пăчине Турра юрăхлă ӳстерсен те, темле кӗл туса пурăнсан та, шухăш-кăмăлӗпе таса пулсан та хӗрарăм арçынна юраймасан çăтмаха кӗреймест пулать? Ăнлантарса парăр-ха, тархасшăн».8800
-
3 июля 2022 - 07:55Интернет пур чух Ял кунне ирттерме çăмăлрах 2022 çулхи июнӗн 11-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Шешкелте Ял кунӗ иртнӗ. Электронлă сасăлавпа ял-йыш Троица умӗнхи Ваттисен кунӗнче кăнтăрла иртсен тӗл пулма палăртнă хыççăн Ял кунне кашни çул çак вăхăтра ирттерме калаçса татăлнă.7500
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.68000
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.87200
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!127200
-
1 июля 2022 - 05:44Паян Нурлатра Уяв, ыран Аксура Июлӗн 1-мӗшӗнче Нурлатри яланхи вырăнта «Уяв» пулать. Унăн вăхăтне июнӗн 25-мӗшӗнчен ятарласа июлӗн 1-мӗшне куçарчӗç, мӗншӗн тесен çак кун Нурлатра тăван чӗлхесене аталантарас тӗлӗшпе зонăри семинар-канашлу иртет46002
-
1 июля 2022 - 09:17АО «Транснефть – Прикамье» модернизировало систему пожарной безопасности в Удмуртском РНУ АО «Транснефть – Прикамье» завершило работы по модернизации системы пожарной безопасности офиса Удмуртского районного нефтепроводного управления22900
-
1 июля 2022 - 13:13На YouTube канале «БуНиБу» размещено новое видео Новый подкаст «Шулай язган» про любовь и отношения.20500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика