Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЫРĂ ТА СĂВАПЛĂ ӖÇ

Уписем масар çинче çӗнӗ çурт лартрӗç

Упи ялӗнче масар çинчи çурт кивелнине пула кăçал ял-йыш, аякри хуласенче пурăнакан ентешсем Çимӗке пуçтарăнсан масар çинче çӗнӗ пӳрт лартма шутларӗç. Каланă – тунă. 

 

Пухнă нухратпа строительствăра кирлӗ пулакан материалсем туянчӗç. Пӗр тăхтамасăр сăваплă ӗçе пуçăнчӗç. Нимене халăх хастар хутшăнса пулăшни савăнтарать. Кӗске хушăрах çурт стенисем çӗкленсе те ларчӗç. Пархатарлă ӗçе хутшăнакансене, пулăшакансене ырă тӗслӗх вырăнне хумалла.

Паллă ӗнтӗ, пӗччен тумалли ӗç мар ку. «Пӗччен сурсан типет, халăх сурсан кӳлӗ пулать», – тенӗ ваттисем. Упи тăрăхӗнчи маттур та ӗçчен халăха тăрăшулăхӗшӗн ырламалла. 

Иртнӗ канмалли кун вара ял-йыш пиртен уйрăлса кайнă тăванӗсем ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă вырăна тасатма пухăнчӗ, йывăçсене касса, çӳп-çапран тасатса хăтлăх кӗртрӗç масара. Йышпа ӗçленӗрен сисӗнмерӗ те, тытăннă ӗçе часах вӗçлерӗç.

Çитес çул масар тавра карта тытасшăн, çӗнетмелли ӗçсем те пур-ха. Ырă ӗçӗн пуçламăшӗ малалла та пултăр.

Масар çуртне тунă çӗре хутшăннă ял çыннисене пурне те тав тăвас килет. Турă сире тата сирӗн çывăх çыннăрсене çирӗп сывлăх патăр.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев