Ыран 9-мӗш класра вӗренекенсем патшалăхăн тӗп экзаменне тытма ирӗк паракан калаçу урлă иртеççӗ
Ыран, февралӗн 14-мӗшӗнче, 9-мӗш класра вӗренекенсем пӗтӗмӗшле калаçу (итоговое собеседование) урлă иртеççӗ.
Унта республикăри шкулсенче вӗренекен 44 пине яхăн шкул ачи хутшăнать, çав шутран 875-шӗ сывлăх енчен çирӗп маррисем, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.
Вӗренекенсен тӗрӗслев вăхăтӗнче текст сыпăкне вуламалла, вуланине каласа памалла, сӗннӗ темăсенчен пӗринпе монолог хатӗрлемелле, экзаменаторпа калаçмалла.
Экзамен ирхине 9.00 сехетре пуçланать. Тӗрӗслев 15 минута кăна тăсăлать, хуравсемшӗн лартакан чи пысăк балл — 10.
Пӗтӗмӗшле калаçу урлă ăнăçлă иртни 9-мӗш класра вӗренекенсене патшалăхăн тӗп экзаменне пама ирӗк парать. Пӗлтӗр çакнашкал тӗрӗслев витӗр Тутарстанри шкулсенче 9-мӗш класра вӗренекенсем 100 процента яхăнах иртнӗ, 8 ача кăна зачет илеймен.
Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев