Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫырав кӑтартӑвӗсемпе Тутарстанра ҫынсен шучӗ ӳснӗ, чӑвашсен хисепӗ мӗнле-ши?

Рустам Минниханов ҫыравӑн малтанласа тунӑ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх  Тутарстанра халӑх йышӗ ӳсни ҫинчен пӗлтернӗ

"Пирӗн республика илӗртӳллӗ пултӑр тесе тӑрӑшмалла пирӗн. Ав, перепись мӗн кӑтартать? Пӗтӗм ҫӗрте халӑх чакать, ҫав вӑхӑтра пирӗн ӳсӗм динамики пур. Апла пулсан пирӗн пата куҫса килеҫҫӗ, пурин те Тутарстан енне туртӑнас килет, – тенӗ Рустам Минниханов.
Тӗслӗх вырӑнне республика ертӳҫи Тутарстанӑн инвестици площадкисен кирлӗлӗхӗ ӳснине илсе кӑтартнӑ.
"КИП" Мастерта" лаптӑксен 1,5 миллион тăваткал метрне йышӑннӑ, малалла каймалла, – тесе палӑртнӑ вӑл.
Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑх ҫыравӗ октябрӗн 15-мӗшӗнче пуҫланса ноябрӗн 14-мӗшӗччен пычӗ. Унӑн малтанласа тунӑ пӗтӗмлетӗвӗсемпе ҫитес ҫулхи апрель уйӑхӗнче тӑвӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев