Ҫырчалли мэрӗ хулана комплекссенчен хӑтарма шутланӑ
Вӗсем вырӑнне ытти хуласенче пекех урамсен ячӗсем пулӗҫ
Ҫырчалли мэрӗ Наиль Магдеев автохулари комплекссене пӑрахӑҫласси, вӗсем вырӑнне урамсен ячӗсене хӑварасси ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫакӑн ҫинчен «Челны-ТВ» сайт хыпарлать.
"Ҫырчаллинче халӗ те ҫуртсене строительство вӑхӑтӗнчи адресӗсемпе палӑртма хӑнӑхнӑ, унта иккӗлле адресаци ӗҫлет. Ҫак йӑлана пӑрахӑҫлама, комплекссенчен хӑтӑлма вӑхӑт ҫитнӗ",– тенӗ мэр.
Ҫырчаллинче кашни ҫуртӑн икӗ адресаци. Кашни ҫуртӑн урам тӑрӑх парӑнакан номерӗ пур, ӑна унта пурӑнакансене паспорчӗсенӗ ҫыраҫҫӗ. Тата строительство адресӗ – комплекс тӑрӑх. Ҫырчаллисем строительство чухнехи адрессемпе усӑ кураҫҫӗ, хӑш чухне хӑй адресне урам тӑрӑх калаймаҫҫӗ те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев