Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫырчалли спортсменӗсем Дакарта малта пыраҫҫӗ

«КАМАЗ» икҫӗр километра яхӑн пушаннӑ кустӑрмапа пырса та  «Дакарӑн» тапхӑрӗнче ҫӗнтерме пултарнӑ.

Дмитрий Сотников пилот ертсе пыракан «КАМАЗ» паян "Дакар" раллин 4-мӗш тапхӑрӗнче автоподкачка пулӑшнипе ҫӗнтерме пултарнӑ.

"Йӗркелекенсем хӑвӑрт спецучасток пулать тесе шантарчӗҫ. Дюнӑсен секцийӗ пысӑках марччӗ – пурӗ 23 километр кӑна. Паян навигация кунӗ пулчӗ теме те пулать: хӑвӑрт ҫулсем, ҫырмасем, ҫул юпписем. 80-мӗш километрта урӑх ҫырмана кӗрсе кайрӑмӑр, кӑштах курспа йӑнӑшнипе. Ҫапах хамӑр трек ҫине тухрӑмӑрах. Икӗ минута яхӑн ҫухатрӑмӑр. 

100-мӗш километрта кустӑрмана шӑтартӑмӑр, финиша ҫити подкачкӑпа усӑ курса ҫитрӗмӗр. 

Пысӑк хӑвӑртлӑх тытса пытӑмӑр, мотоциклсемпе джипсенчен иртсе кайрӑмӑр. Тапхӑр вӗҫӗнче каньонсемпе тусем хушшинчи арпаштаракан трекпа пымаллаччӗ, ҫапах эпир тӗрӗс ҫул тупса ҫӗмӗрӗлмесӗр финиша ҫитрӗмӗр", – тесе цитатӑлать спортсменсене «КАМАЗ-мастер» командӑн официаллӑ сайчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев