Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  Ҫырчаллинче 9961 чӑваш пурӑнать

Автохулари 41-мӗш шкулта паян ТР Халӑхсен Ассамблеин Канашӗн Президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ

Унта Ассамблея ертӳҫи Фарид Мухаметшин, Ҫырчалли мэрӗ Наиль Магдеев, унӑн ҫумӗсем, ТР Президент Аппарачӗн Информаципе техника тивӗҫтерӗвӗн управленийӗнчи уйрӑм ертӳҫи Евгений Ефимов, ТР Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, ТР вӗрентӳ, культура министрӗсен ҫумӗсем, Президиума кӗрекен автономисен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.
Тутарстанри халӑхсен Ассамблеин Ҫырчаллинчи филиалӗн ертӳҫи Виталий Агапов хӑйӗн докладӗнче автохулара наципе культура пӗрлешӗвӗсем республикӑра 1990-1991-мӗш ҫулсенчех йӗркеленме пуҫлани ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл пуҫлӑхӗнчен сӑмахпа кӑна мар, ӗҫпе те, укҫа-тенкӗпе те тӗрев пани кирлине пӗлтерчӗ.
"Ҫӑлкуҫ" Туслӑх Ҫуртӗнче армянсен культурине кӑмӑллакансен "Наири" клубӗн ертӳҫи Вардуи Егиазарян, ҫак ҫуртра тӗпленнӗ халӑхсен культурине еплерех вӗрентнине каласа пачӗ.
ТР Ҫамрӑксен Ассамблеин Ҫырчаллинчи представительствин ертӳҫи Ирина Калукова автохулари яш-кӗрӗмпе мӗнлерех ӗҫлени ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫырчаллинчи халӑхсен пӗрлешӗвӗсем хушшинче кашни ҫул спартакиада иртет.  Нумай пулмасть чӑвашсен команди унта волейболра мала тухнӑ.
Паян та "Чӗкеҫ" ансамбле ҫӳрекенсем ытти халӑхсемпе пӗрле хӑнасене чӑваш туйӗн йӑлине кӑтартса пачӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев