Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫырчаллинче суту-илӳ центрне сирпӗтӗссипе хӑратакан арҫынна тытса чарнӑ

Росгвардеецсем вӑл мӗн тӑхӑннине ыйтса пӗлнӗ те ӳсӗре суту-илӳ центрӗнчен инҫе мар тытса чарнӑ

Росгвардеецсем лавккана гранатӑпа сирпӗтеп тесе хӑратакан Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ арҫынна тытса чарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Росгвардин Тутарстанри управленийӗнче пӗлтернӗ. 

Нумай пулмасть автохулари Сююмбике проспектӗнчи суту-илӳ центрӗнче ӳсӗр арҫын хуралҫӑ патне пырса кӗсъинсен граната туртса кӑларнӑ та ҫурта сирпӗтессипе хӑратнӑ. Хуралҫӑ тӳрех правона хӳтӗлекенсене чӗнмелли кнопка ҫине пуснӑ. Ҫакна асӑрханӑ арҫын гранатӑпа урама чупса тухнӑ.

Росгвардеецсем вӑл мӗн тӑхӑннине ыйтса пӗлнӗ те ӳсӗре суту-илӳ центрӗнчен инҫе мар тытса чарнӑ. 

Пушкӑртстанран килнӗ 34 ҫулти арҫын Ҫырчаллинче ӗҫлеме килнӗ пулнӑ. Мӗншӗн ун пек хӑтланнине вӑл ӑнлантарайман. Тӗпчев вӑхӑтӗнче граната муляж пулни палӑрнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев