Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫырчаллинче ҫурт сирпӗннипе аманнӑ хӗр больницара вилсе кайнӑ

Автохулари пилӗк хутлӑ ҫуртра газ сирпӗннипе ишӗлчӗксем айне пулнӑ 22 ҫулти хӗрӗн пурнӑҫӗ таталнӑ, медиксем ӑна сыхласа хӑварайман

Ӑна хӑтаруҫӑсем ӗнер мар пӗр кунӗ чи юлашкинчен тупнӑ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ япӑх пулнӑ.  Больницана хӗре клиникӑлла вилӗм лару-тӑрӑвӗнче илсе ҫитернӗ, анчах медиксем ӑна унтан кӑларма пултарнӑ. Шел пулин те операци тунӑ вахӑтра хӗр вилсе каять. 

Ҫӑлавҫӑсем ҫак хӗре ишӗлнӗ плита айӗнчен сӗтӗрсе кӑларнӑ. Медиксен кӑтартӑвӗсемпе, унӑн хырӑмӗ, кӑкӑр клетки, пуҫӗ аманнӑ пулнӑ. Нумай вӑхӑт хушши сивӗре выртни те хӑйӗн ӗҫне тунӑ пулмалла. 

Алина Загриева автогигантра кладовщица пулса ӗҫленӗ.

Сирпӗнӳ сӑлтавӗ пулма пултаракан хваттерӗн газне 2010 ҫултах касса кайнӑ пулнӑ. 

Унта пурӑнакан алкоголизмпа чирлӗ арҫын газа хӑй тӗллӗн ҫыхӑнтарма хӑтланнипе вӑл сирпӗннӗ тесе шутлаҫҫӗ следстви органӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев