Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

  Ҫырчаллинчи пурнан ҫуртра газ сирпӗннӗ

Малтанласа пухнӑ катартусем тӑрӑх, газ оборудованийӗпе усӑ курас йӗркесене пӑснине пула  пурнан ҫуртри тваттӑмӗш хутра газ сирпӗннӗ

Ҫак сирпӗнӗве пула 4-мӗшпе 5-мӗш хутсенчи 6 хваттер юрӑхсӑра тухнӑ. Сиопӗнӳ хумӗн хӑвачӗ хирӗҫ урамри ҫуртӑн кантӑкӗсене те ҫӗмӗрме ҫитнӗ.   

Вырӑна тӳрех хӑтаруҫӑсем,  яваплӑ службӑсен представителӗсем килсе ҫитнӗ.

Автохулана ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин вӗҫсе ҫитнӗ, вӗсем аманнӑ ҫынсене ҫурт ванчӑкӗсем айӗнен тухма пулӑшнӑ.

Ҫак ҫурта 1979 ҫулта тунӑ пулнӑ. Пер уйӑх каялла пилӗк хутлӑ ҫуртра газ оборудованине тӗрӗслесе тухнӑ пулнӑ. Ҫак инкеке пула хур курнисен шучӗ шав улшӑнса пырать. Телее – вилнисем ҫук. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, сирпӗнӳ 1951-мӗш ҫулхи арҫыннӑн хваттерӗнче пулса иртме пултарнӑ. Ӑна, йывӑр аманнӑскере, хӑтаруҫӑсем ҫурт ишӗлчӗкӗсем айӗнчен кӑларса Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницине ӑсатнӑ.  

Хула администрацийӗ пӗр самантра килсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсене хӑна ҫуртне вырнаҫтарса вӗри апатпа тивӗҫтерет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев