Сувар

Ҫырчаллинчи Туслӑх Ҫуртӗнче нарӑс уйӑхӗнче Чӑваш культура кунӗсем иртеҫҫӗ

Вӗсене Тутарстанри Тӑван чӗлхесемпе халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне тата "Чӗкеҫ" халӑх ансамблӗ 30 ҫул тултарнине халалланӑ

 Февралӗн 17-мӗшӗнче 18:00 сехетре ал ӗҫ ӑстисен "Чӑваш эрешӗ" курав уҫалать. Унта килте тӗртнӗ япаласене, сурпансен тӗррисене, чӑваш пуканисене кӑтартӗҫ.

Февралӗн 18-мӗшӗнче 17:00 сехетре ачасем валли чӑваш пуканине тума вӗрентекен мастер-класс иртет.

Ҫак кунах 18:30-та Чӑваш киновӗн кунне те ирттересшӗн ҫырчаллисем. Вӗсем "Туса лартатăп шурă çурт" (режиссёрӗ В.Карсаков) фильма курӗҫ. 

Февралӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнине халалласа классика вокалӗн "Тӑван енре" музыка концерчӗ пулать. Ӑна халӑхсем хушшинчи конкурссен лауреачӗсем Татьяна Фуртас (сопрано) тата Константин Гаишин  (фортепиано) Шупашкартан килсе ирттереҫҫӗ. Тӳлевлӗ концерт 19:00 сехетре пуҫланать.

Февралӗн 27-мӗшӗнче "Чӗкеҫ" Чӑваш халӑх ансамблӗн тата чӑваш культурипе чӗлхине, йӑлисене кӑмӑллакансен "Путене" клубӗн отчет концерчӗ иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: