Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ыркăмăллăх пулăшăвӗ илме те справкăсем кирлӗ

Кăçал «Зякят» ыркăмăллăх фончӗ продовольстви пулăшăвне Хусанти Сара Садыкова урамӗнчи 6-мӗш çуртра валеçет, пулăшу маларах панă çирӗплетекен документсем тата заявкăсем тăрăх кӳрӗнет.

Курбан-байрамăн пӗрремӗш кунӗнче Республикăри Мăсăльмансен тӗн управленийӗ сахал тупăшлă 800 çемьене чӳкленӗ такасен какайне панă. Унсăр пуçне 12 социаллă учрежденине, 10 вӗрентӳ заведенине, тата 11 тӗрмене илсе çитернӗ парнелӗх аша.

Тӗн уявӗн иккӗмӗш кунӗнче продовольстви пулăшăвне 760 нушаллă çемьене панă, Паян муфтият чӳкленӗ какайпа 182 çемьене тивӗçтерме палăртать. Çапла майпа Тутарстанри Мăсăльмансен тӗн управленийӗ 1742 çемьене аш-какайлă тума палăртнă.    

Кăçал «Зякят» ыркăмăллăх фончӗ продовольстви пулăшăвне Хусанти Сара Садыкова урамӗнчи 6-мӗш çуртра валеçет, пулăшу маларах панă çирӗплетекен документсем тата заявкăсем тăрăх кӳрӗнет.

Тутарстан Мăсăльманӗсен тӗн управленийӗн сăукерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев