Ыркăмăллăх ӗçне пуçăннисем канашланă, опытпа паллашнă
Апрелӗн 7-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗнче хӗрарăм-депутатсен «Мәрхәмәт – Милосердие» пӗрлешӗвӗн ларăвӗ «Ырă ӗçсен вăйӗ: Тутарстанăн ыркăмăллăхçă хӗрарăмӗсем СВО условийӗсенче» темăпа иртрӗ. Ăна паян, апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăвакан Меценат тата ыркăмăллăх кунне халалланă.
Ларăва хуласемпе районсенчи Канашсен депутачӗсем, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен ӗçченӗсем, волонтерсем тата ыркăмăллăх енӗпе ӗçлекенсем хутшăнчӗç. Лару видеоконференци режимӗпе иртрӗ. Çавăнпа ПФО регионӗсенчи закон хатӗрлекен пухусен хӗрарăм-депутачӗсем те хутшăнма пултарчӗç. Пухăннисене Тутарстан Раисӗн, республика парламенчӗн, Правительствин ятӗнчен Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин саламларӗ.
Парламент пуçлăхӗ хӗрарăм-депутатсене тата волонтерсене, ыркăмăллăх акцийӗсене хутшăнакансене ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшнăшăн тав турӗ.
«СВОри ентешсемшӗн, Тутарстан шефа илнӗ хуласенче пурăнакансемшӗн эпир вӗсене астуни, тимлени, пирӗн ăшша туйни питӗ пӗлтерӗшлӗ», – тесе пӗлтерчӗ Фарид Хайруллович.
РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова та саламларӗ ларăва пынисене, видеоконференци мелӗпе пăхакансене: «Эпир кăçал нихçанхинчен ытла кашни кунах çӗршывшăн пысăк яваплăх туятпăр. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗнче, Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулӗнче эпир çӗршывăн мухтавлă йăлисене аса илетпӗр, патриотизм, паттăрлăх ăруран ăрăва куçни пирки шутлатпăр. Хамăрăн салтаксем, хӳтӗлевçӗсем патне ăсатакан пулăшăва шутпа шутласа виçни тӗрӗс-ши? Шут ыр кăмăллă çынсен чун хавалӗ пысăк пулнине кăтартакан паллă пулса тăрать. Миçе маскировка сечӗ, типӗ яшка, окоп çурти хатӗрлесе ăсатнă?! Çаксене кӗтекен ентешсене, ывăлсене, кӳршӗсене вӗсем вилӗмрен çăлнă, тăван кил ăшшине панă. Çакăн пек чух Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине аса илетӗн», – хумхансах калаçрӗ Татьяна Петровна.
1642 ӗç бригади Çӗнтерӗве çывхартассишӗн çӗрне-кунне пӗлмесӗр ӗçленишӗн фронтовой ята илме тивӗçнӗ. Тутарстан Республики 600 ытла хӗç-пăшал, снаряд, пемелли хатӗрсем фронта ăсатнă.
Кашни кун предприятисем Хӗрлӗ çар салтакӗсене тумлантарнă, çапăçма вӗрентнӗ.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пынă çулсенче республикăра 822 пин шинель, 2350 пин комплект шăлавар çӗленӗ, 6 миллион мăшăр çăматă йăваланă, мамăк-тиртен 118 пин комбинезон хатӗрленӗ.
«Мәрхәмәт – Милосердие» пӗрлешӳ ертӳçи Алсу Набиева ку ларăва Тутарстан хӗрарăмӗсене СВО пынă вăхăтра пухнă опытпа пӗр-пӗрне паллаштарассишӗн, ыркăмăллăх çинчен, ырă ӗçсем тăвакан хӗрарăмсем çинчен калаçма пуçтарнине палăртрӗ.
СВОна хушăнакансемпе вӗсен çемйисене Тутарстанра пулăшу паракансем тухса калаçрӗç. Вӗсене пулăшассипе Тутарстанра мерăсем йышăнни çинчен ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева каласа пачӗ. Министерство çар комиссариачӗсемпе, «Защитники Отечества» фонд филиалӗпе, Медицинăпа социаллă экспертиза бюровӗпе ятарлă çар операцине хутшăннисене, вӗсен çемйинчи çынсене ӗçе вырнаçтарассипе кашнинпе уйрăммăн ӗçлени çинчен каласа пачӗ.
«Ырă Хусан» Ыркăмăллăх фончӗ, «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» юхăм, «Офицерсен арăмӗсемпе вӗсен çемйисен союзӗ» СВОна хутшăннисемпе вӗсен çемйисене пулăшнă тӗслӗхсене илсе кăтартрӗç, канашсем пачӗç.
Сăнӳкерчӗксем gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев