Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йӗркелӳçӗсене пурне те çакăн пек пысăк Уяв туса савăнтарнăшăн чӗререн тав тăватпăр

Шупашкарсене пире Тутарстанри Уява çитсе килме Чӑваш наци конгресӗ икӗ пысӑк автобус пачӗ. Иккӗмӗш автобусра республикăн паллă çыннисем вырнаçрӗç: чӑваш халӑх поэчӗсем Раиса Сарпипе Валери Туркай, Чӑвашрадио (ЧГТРК) шеф-редакторӗ Ольга Туркай, Пӗтӗм Раççейри тăван чӗлхепе мастер-классен «Кӗмӗл калем» Гран-прие çӗнсе илнӗ Александр Степанов (Айтар); паллӑ юрӑç Фарида, Алексей Иванов (Аксар) предприниматель тата ыттисем. 

Аксар Уявра гуннсен Атилла патшин костюмне тăхăннăччӗ, чăваш ӳнерçи Владимир Разин унăн оруженосецӗ евӗрехчӗ. Вӗсемпе нумай çын сăн ӳкерӗнчӗ. Владимир Разин хӑйӗн картинине Иван Казанкова парнелерӗ. Уявăн прологӗнче пил параканӗ Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин (Ешентей) пулчӗ.

 Уява чăвашсем, ытти халăх ăçтан кăна килменччӗ пуль: Бурят, Калмӑк, Пушкӑртстан, Хакас, Чӑваш республикисенчен, Самар, Тюмень, Ульяновск, Челябинск облаçӗсенчен тата ытти регионсенчен.

Тюмень облаçӗнчи чăвашсен «Ентеш» культура центрӗн председатӗлӗпе Алексей Павловпа паллашрӑм. Пăхаттир пек çӳллӗ вăл, хура сӑхман тӑхӑннӑччӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнчен килнӗ Людмила Григорьевăна та авалхи чăваш тумӗ питӗ килӗшет. Тӑван Чистай районӗнчи хурӑнташсене те тӗл пултăм кунта. Чистай хулинчи «Шӑпчӑк» ансамбльте юрлаççӗ иккен вӗсем. Пӗри  – Роза Евлентьева (Долгова) мана чылай курмасан та палларӗ. Тепӗр хурӑнташ –  Валентина Акташева хамăн тăванах, пирӗн йăх кинӗ.

Пушкӑртстанри Стерлитамак хулинче пурӑнакан чăваш хастарӗпе Ярухха Виттипе (Вячеслав Ерохинпа) телефонпа шăнкăравласа Уявра тӗл пулма малтанах калаçса татăлнăччӗ. Вӑл çывӑх çыннисене лартса машинăпа çитрӗ.

Çакӑн пек хурӑнташсемпе, туссемпе, юлташсемпе, кӑсӑк çынсемпе Уявра тӗл пултӑм. Питӗ савӑнтӑм. Ку çӗр –  манӑн тӑван, çуралнӑ çӗршыв, Атӑлçи Пӑлхарӑн сӑваплӑ çӗрӗ!

Иван Казанкова, ытти йӗркелӳçӗсене пурне те çакăн пек пысăк Уяв туса савăнтарнăшăн чӗререн тав тăватăп.

 

Тимӗр АКТАШ, 

журналист, публицист, историк.

 Шупашкар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев