Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Ытлашши çăвар» ятлă кино ӳкерес килет

Чăваш Республикинче халăх культурине тӗрев паракан организацине пӗтерме хатӗрленеççӗ

Нумай пулмасть пирӗн редакцине «Чăвашкино» патшалăх учрежденине реорганизацилеме, ăнланмалларах каласан, хупма хатӗрленни çинчен хыпар килчӗ. Министрсен Кабинечӗн çак йышăнăвне ЧР Культура министерстви хатӗрлет имӗш. Экономика тӗлӗшӗнчен сăлтавласа ăнлантарнин хучӗсем ӗнтӗ кабинетсем тăрăх çӳреме пуçланă. 

Февраль уйăхӗнче кăна пире шупашкарсем чăвашла ӳкернӗ çӗнӗ кинолентăсемпе паллаштарса кайрӗç. Мӗн чухлӗ хавхалану куртăмăр эпир шартлама сивӗсене пăхмасăр республикăри кинозалсене тултарнă ентешсен куçӗсенче. Чăвашла кино чӗрӗ! Курма интерслӗ картинăсем. Пирӗн малашлăх пур! Чăваш режиссерӗсемпе сценарисчӗсем хăйсен планӗсемпе паллаштарчӗç, малашлăх çинчен хавхаланса калаçрӗç. Халӗ вара мӗн?

Часах чăвашлăхăн тепӗр тӗнелне касса шыва путарӗç. Камсем? Никам та мар, паллах, хăйсемех! Мӗншӗн? Ытлашши тăкаксемшӗн-тӗр. Киноиндустри йӳнӗ япала мар. Майӗпен хунав ярса пыракан йывăççа вутта ярас шухăш çав тери тӗрӗс мар. Дотациллӗ республикăра тӗрлӗ тăкака саплаштарма ялан укçа çитмест, унтан-кунтан катасси паллă. Анчах та темиçе çул каялла Иоаким Максмов-Кошкинский пуçланă кирлӗ япалана çӗнӗрен пуçарса яма вăй-хал çитернӗ вӗт-ха!

Тӗрӗссипе каласан, çак учреждени тăрринче хура пӗлӗтсем тахçанах капланма пуçланă. Киносем ӳкерттерме патшалăх учрежденийӗсен конкурссем ирттермелле. Кам чи пӗчӗкрех хак парать, аукционра çавă çӗнтерет.  2018 çулта «Чувашкино» патшалăх киностудийӗн директорӗ пӗр çутӗç фильмне ӳкертерес тӗлӗшпе ирттернӗ аукционра çӗнтернӗ фирмăна ӗçлеме кансӗрлени пирки Чăваш Ен Прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ хыççăн, ертӳçӗ пирки РФ Уголовнăй Кодексӗн 169 статйин 1-мӗш пайӗпе уголовнăй ӗç пуçараççӗ.

Киноучрежденин директорне ӗçрен кăларнă хыççăн ун вырăнне йышăнма ирттернӗ конкурса тăратнă кандидатурăсенчен тивӗçлине суйласа илейменнипе унта е никам та çӗнтереймест, е юрăхлă çын заявка памасть. Çапла «Чăвашкино» пуçлăхсăр тăрса юлни çулталăк ытла тăсăлчӗ. Ертӳçин тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан та хастарлăхне питех кăтартмарӗ курăнать.

Организацие реорганизаци кӗтет. «Чăваш наци телевиденийӗ» çумӗнче кино уйрăмне йӗркелени ниепле те çăлăнăç утравӗ пулассăн пек туйăнмасть. Мӗншӗн тесен 3-4 çынран тăракан ушкăнпа халăха тивӗçтерекен шайра кино ӳкересси питӗ иккӗленӳллӗ. Эсир курнă вӗт фильмсем вӗçӗнчи титрсенче нумай-нумай хушамат çырăннине. Кунта та çаплах ӗнтӗ вăл: нумай алă, нумай пуç, нумай ăс кирлӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗ те юлашки вырăнта мар. Культура министерствине пăхăнакан организацин цифра министерствин витӗмне редакци уйрăмӗ пек куçсан хăйтӗллӗнлӗхӗ пулмасть. 

«Чăвашкино» уйрăм çурт-йӗрпе пурăнать. Унăн çӗнӗ йышши павильон, хаклă йышши оборудованийӗ пур. Çак пурлăха ӗçлеттермелле, халăха кирлӗ ӗç тутармалла пек те. Кино ӳкерекенсем тăвакан ӗç-хӗл халăха питӗ кирлӗ, вăл çынсен ăс-хакăл аталанăвӗ, наци ăнкарулăхӗ, патриотизмӗ çине усăллă витӗм ӳкерт тесе те хăюллăнах калама пулать. Анчах пăчкăсем ярса тытнă чиновниксене мӗнле ӳкӗте кӗртес?

   Анекдотри пекех пулса пырать кунта:

– Сирӗн сыснăр мӗншӗн протезпа çӳрет?

– Пусса пăрахма шеллерӗм, сӳтӗн çиес килетчӗ... 

Чăваш культури Чăваш Республикипе кӳршӗллӗ регионсенче кăна сыхланса юлать-ши вара кун пек? Тепӗр çул вӗт «Чăвашкино» 95 çул тултармалла. Эпир Тутарстанра Чăваш киновӗн кунӗсене тата анлăрах ирттерме палăртса хунă. Мӗн каламалла манăн кино курма килекен çынсене? 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    Чӑвашкино вӑл архив та шутланать самах май калаҫан.

    • аватар Без имени

      0

      0

      Тинех? ҫак ҫивӗч ыйтӑва пӗр хӑрамасӑр кирлӗ шайра хускатакан тупӑнчӗ? Тӗлӗнмелле пуян архивлӑ организаци харпӑрлӑхне урӑх министерствӑна пани ӑнланма йывӑр айван утӑм кӑна пулать. Пур ҫӗрте те тӑван культурӑна "аталантарасси" ҫинчен калаҫатпӑр, ӗҫсем вара тӳнтерле пулса пыраҫҫӗ. Тин кӑна ҫӗнӗрен сывлама пуҫланӑ"Чӑвашкинона" мӗнле те пулин таптама парас марччӗ. Паянхи кун унта йӗркеллӗ пуҫлӑх ҫеҫ кирлӗ.

      • аватар Без имени

        0

        0

        Маттур, Костя, вӑхӑтлӑ кирлӗ вирлӗ сӑмахсем. Эс -чӑваш революционерӗ. Аксакалсем те шӑп лараҫ, ниҫта та Шупашкарта Чӑваш кинона хӳтӗлекенсем сас памаҫҫӗ.