Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ытти ҫӗршывсенче ачасене те ковидран прививка тӑваҫҫӗ

Пандемине ҫӗнтерес тесен ҫул ҫитмен ачасене вакцинацилесси ҫинчен шухӑшламалла тесе шутлать ТР сывлӑх сыхлавӗн экс-министрӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Айрат Фаррахов

Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫул ҫитмен ачасене ӗнтӗ прививкӑсем тума тытӑннӑ. Ҫакнашкал йышӑнӑва хӑҫан та пулин Раҫҫейӗн те тума тивет. 

Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, коронавирусӑн хальхи дельта-штамӗ малтанхи Уханьри вариантӗнчен самай хӑрушӑрах. Патоген пӗтӗмпех нихӑҫан та пӗтмӗ, анчах коллективлӑ иммунитет пулсан, ун саралӑвне чикӗсем лартса чарма май пулӗ. 

"Массӑллӑ иммунитет халӑхӑн 85% ҫитсен эпир ҫак инфекцине контрольлеме пултаратпӑр. Ун чухне Covid-19 грипп евӗр сезонри инфекцине ҫавранать. 

Кун патне эпир килсе ҫитетпӗрех. Анчах мӗнле ҫухатусемпе? Ыйту ҫавӑнта тӑрать. Пурин те хӑвӑртрах вакцинаци тата ревакцинаци иртмелле",– тесе палартнӑ Фаррахов. 

Вӑл ҫул ҫитмен ачасене те вакцинаци тумалли пирки шутлама хистет. Мӗншӗн тесен вӗсенчен чылайӑшӗ коронавируса симптомсӑр ертет. Халӗ вӑл мутациленнине кура, ҫамрӑксем те йывӑр чирленӗ тӗслӗхсем тӗлпулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Европӑри чылай ҫӗршывсем ачасене вакцинаци тума тытӑннӑ та.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев