Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юбилее республика ертӳҫипе пӗрле паллӑ тума кӑмӑллӑ

Редакцире пысӑк пӗлӳллӗ, ятлӑ журналистсем ӗҫлеҫҫӗ. Палӑрнисене Олег Николаев Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе чысланӑ

  Ӗнер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев "Хыпар" Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗлпулнӑ. Сак кунсенче редакци пӗрремӗш чӑваш хаҫачӗн 115 ҫуллӑхне паллӑ тӑвать. Самах май, вӑл 1906 ҫулта Хусанта тухма тытӑннӑ. 

Регион ертӳҫи "Хыпарӑн" коллективне чӑваш чӗлхипе культурине аталантарнӑшӑн тав тунӑ.

"Редакцин хальхи коллективӗн ҫӳллӗ шая тивӗҫлӗ тытса пырать. Вӑл регионӑн обществопа политика пулӑмӗсен варринче пулса ырӑ канашпа пулӑшать. Сирӗн ӗҫӗрӗн чи пысӑк хакӗ – хаҫат вулакансене кирлӗ пулни",– тесе палӑртнӑ Олег Николаев.

Республика ертӳҫипе пӗрле хыпарҫӑсене Чӑваш Республикин цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен минрстрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Кристина Майнина та саламланӑ.

"Хыпар" Издательство ҫурчӗ 7 хаҫат 2 журнал тата аудиохаҫат кӑларса тӑрать, пӗтӗмӗшле тираж 50 пин экземпляр ытла. Социаллӑ сетьсенче  унӑн 25 пин ытла вулакан. 

Редакцире пысӑк пӗлӳллӗ, ятлӑ журналистсем ӗҫлеҫҫӗ. Палӑрнисене Олег Николаев Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе чысланӑ.

Хальхи вӑхӑтра "Хыпара" Татьяна Вашуркина ертсе пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев