Сувар

Юбилейӗн виҫӗ тӗрлӗ кунӗ пур

Тутарстанӑн юбилейне халалланӑ кӗмӗл укҫа кӑларнӑ

 

Тутарстанӑн 100 ҫуллӑхӗпе ҫыхӑннӑ виҫӗ паллӑ дата пур.
Уяв мероприятийӗсем майӑн 27-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ. Ҫак кун 1920 ҫулта Мускавра ТАССР йӗркеленни ҫинчен декрета алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Иккӗмӗш дата – июнӗн 25-мӗшӗ. Ҫак кун ТАССР Правительстви йӗркеленнӗ.
Виҫҫӗмӗш дата – августӑн 30-мӗшӗ. 1991 ҫулта ҫак кун ТР Патшалӑх суверенитетне йышӑннӑ.
Ҫакӑн ҫинчен ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ Василь Шайхразиев каласа панӑ.
Малтан йышӑннӑ план тӑрӑх, майӑн 27-мӗшӗнче пысӑк форум иртмелле пулнӑ, анчах та коронавирус пандемиине тата ҫӗршыври лару-тӑрӑва пула плансене улшӑнусем кӗртме тивнӗ.
Юнкун ТР Патшалӑх Канашӗ лару ирттерет. Ҫак кунах юбилейлӑ почта маркине тата ятарлӑ кӗмӗл укҫана презентацилӗҫ.
Июнӗн 25-мӗшӗнче Хусанта РФ Премьер-министрӗн ҫумӗ Марат Хуснуллин хутшӑннипе ТАССР-ӑн 100-ҫулхи юбилейне уявлассине хатӗрлекен оргкомитет ларӑвӗ пулать. Отрасльсен ветеранӗсене чӗннӗ мешехе ирттерме те планланӑ ҫак кун. Василь Шайхразиев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кун пуҫлӑхсем республикӑн ертӳлӗхӗнче пулнӑ ҫынсен вилтӑприсене чечексем хурса асӑнӗҫ.
Июнӗн 25-мӗшӗнче Тутарстан ялавӗн эстафети районсем тӑрӑх тапранать. Январӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа юбилей ялавӗ Раҫҫейӗн мӗн пур регионӗсенче пулса курчӗ.
Августӑн 30-мӗшӗнче ТАССР 100 ҫуллӑхне халалласа тӗрлӗрен объектсем уҫӗҫ. ТР Президенчӗ ячӗпе чаплӑ приём пулмалла ҫак кун.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: